Ялти çулсене камсем тасатаççĕ?
Ялта пурăнакан çынна тĕрлĕрен ыйту пăшăрхантарать иккен. Ку вăл çапла пулмалла та. Лайăх пурăнас текен çын ялан малашлăха пăхать. Тĕрлĕрен ыйтупа шăнкăравлаççĕ хаçат редакцине. Тирпей-илем, такăр çул-йĕр, çỹп-çап купи ыйтăвĕсем ялта пурăнакана канăç памаççĕ. Çул-йĕр ыйтăвĕ вара яланах тĕп вырăнта пулнă. Палтиел ял тăрăхĕнче пурăнакан тутар шăнкăравларĕ редакцие. "Пирĕн ялти çулсене камсем тасатнине хаçатра çырса пĕлтерме çук-ши?" - тесе ыйтать. Ку ыйтăвăн хуравне тупас тесе эпир районти строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне шăнкăравласа ыйтса пĕлтĕмĕр. Кунта пире çакăн пек пĕлтерчĕç.
Районĕпех илес пулсан, лару-тăру çапларах. Палтиел ял тăрăхĕнчи çулсене Д.Сапруков ИП тасатса тăрать. Çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи тĕп çулсене тасатакан та вăлах. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнчи çулсене уçаканĕ Л.Хайретдинова уйрăм предприниматель. Васан ял тăрăхĕ М.Кузьмина фермер хуçалăхĕпе килĕшỹ тунă, Карапай Шăмăршăсем А. Денисов КФХпа. Пуянкасси ял тăрăхĕнче Г.Макаров фермер хуçалăхĕн транспорчĕ çулсене уçать. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче - М.Малеев КФХ. Анат Чаткас ял тăрăхĕ - «Восход» хуçалăхпа килĕшỹ тунă. Чукал ял тăрăхĕнчи çулсене В.Митрофанов тата П.Храмов фермерсем тасатса тăраççĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕнче О.Хлюкин фермер хуçалăхĕн транспорчĕсем çула уçаççĕ.
Н.ИЛЬИНА.