Ăшă кăмăллă ĕçченсем
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО пĕрлешĕвĕн Шăмăршăри участокне кайма кăмăллă: унта çепĕç чĕлхеллĕ тарават çынсем ĕçлеççĕ. Акă, сăмахран, Марина Васильевна Ложкина контролер-кассир. Вăл кунта 4 çул ĕçлет, хăйĕн ĕçри тивĕçне пĕлсе, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. Пире, унта газ ыйтăвĕсемпе çỹрекенсене, вăл яланах ăшă кăмăлпа, йăл кулăпа кĕтсе илет. Клиентсемпе пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлет Марина Васильевна, пире унпа калаçма та çăмăл. Эпир мĕн пĕлменнишĕн нихăçан та тарăхмасть, ăнлантарса парать.
Ложкинсем çемьере 3 ывăл çитĕнтереççĕ, кил-картишĕнче йышлă выльăх усраççĕ: 4 пуç ĕне-выльăх, лаша, хур-кăвакал, чăх- чĕп. Мăшăрĕпе - Сергей Александровичпа (вăл та газ участокĕнче слесарьте, водительте 18 çул ĕçлет) - килĕнче пĕр самант та канса лармаççĕ. Нина Николаевна Хвандеева контролерпа Елена Владимировна Михайлова аслă контролер пирки те ырă сăмахсем кăна калас килет.
Нина Николаевна та 3 ача амăшĕ, мăшăрĕпе çурт-йĕрпе, пысăк хуçалăхпа пурăнаççĕ. Асăннă специалистсем кашниех ĕçре те пултаруллă, килĕнче те маттур. Малашне те çапла пирĕнпе ăшă кăмăллă та тарават пулма çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунатпăр!
Р.РАКИПОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ.