Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Апачĕ питĕ тутлă

Апачĕ питĕ тутлă

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти столовăя кĕрсен чи малтанах апатлану залĕнчи тирпейлĕх куçа илĕртет. Кунта яланах хăйне евĕр ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланать. Çĕнĕ сĕтел-пукан тата тутлă апат шăрши сăмсана кăтăклать. 

Шкулта вĕренекен 722 ачапа 56 педагога тăватă повар вĕри апатпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Кунне 2 хут апатланаççĕ кунта шкул ачисем - ирхине тата кăнтăрла. Ирхинехи вĕри апатра пăтă, çăкăр, чей е компот. Кăнтăрлахинче вара салат, яшка, пăтă тата вĕри чей (хăш чухне компот, кĕсел, какао). Тин пиçнĕ вĕри апата поварсенчен пĕри, ачасене кĕтсе, пысăк тăхтав пуçланнă тĕле турилккесем çине ярса тухать. Ачасен вара сĕтел хушшине вырнаçса хатĕр апата çиесси çеç юлать. Питех те меллĕ. Ашшĕ-амăшĕ те çав тери кăмăллă - ирхине ачана килте çитерессишĕн ăшталанма кирлĕ те мар. 

- Пирĕн столовăйĕнче тăрăшуллă, хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ăста поварсем ĕçлеççĕ, - пĕлтерет вăтам шкул директорĕ Вера Хорькова. - Вĕсем вĕренекенсене техĕмлĕ апатпа тивĕçтерес тесе хăйсен ăсталăхне ỹстерсех пыраççĕ, менюна та çĕнетсех тăраççĕ. Пурте кăмăллă вĕсемпе, - çапла пысăк хак пачĕ вăл поварсен ĕçне. 

Ачасен ашшĕ-амăшĕ те лайăхпа кăна калать шкулти столовăй пирки. Килте, сăмахран, тĕрлĕ пахча çимĕç пур çинчех, куллен салат тума алă çитеймест. Шкулта вара кашни кунах купăста, чĕкĕнтĕр, кишĕр салачĕ, винегрет çитереççĕ. Сăмах май, асăннă пахча çимĕçе вĕренекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул пахчинче хăйсем çитĕнтереççĕ. Çакă апат хакне йỹнетме май парать. Ытти пахча çимĕçе ашшĕ-амăшĕнчен пуçтарнă укçапа кĕркунне, хак пĕчĕк вăхăтра, туянса юлаççĕ. Ачасем комплекслă вĕри апатшăн эрнере 250-300 тенкĕ тỹлеççĕ. 

Поварсенчен çак столовăйра чи нумай ĕçлекенни - Светлана Ивановна Руссакова, ĕçре яваплă, çаврăнăçуллă, вăр-вар. Вăл аслă повар, кунта 15 çул вăй хурать, СанПин йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлет. Тамара Владимировна Кудряшова повар та çакăнта 13 çул хушши тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Надежда Владимировна Даниловăпа Нина Константиновна Кудряшова та ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. 

Апат çимелли пысăк пỹлĕмре, кĕрсенех сулахай енче, буфет вырнаçнă. Унта Галина Васильевна Кузьмина тин çеç вĕри кăмакаран тухнă кукăль-пỹремеч, пицца, кекс, чуста ăшĕнчи кăлпасси, хачапури, беляш, сметанник тата тĕрлĕ пылак-çимĕç сутать. Вĕсене Шăмăршăри кондитер цехĕнчен кỹрсе тăраççĕ. Хакĕ районти кулинари лавккинчи пекех. Тĕслĕхрен, панулми, купăста, улмаран тунă вĕт кукăльсем 10 тенкĕ тăраççĕ - хаклă теме çук. Çавăнпах пуль буфет çынран татăлмасть. 

Пысăк коллектив валли апат-çимĕç хатĕрлесси ансат ĕç мар. Акă дежурнăй повар ирхине 7 сехетрех ĕçе пуçăнать. Кунĕпе ура çинче тăмалла. Тата апата ăшă кăмăлпа, тутлă та пахалăхлă хатĕрлемелле. Кашни апатланакан чунтан тав сăмахĕ калани вĕсене ывăннине сирме пулăшать. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал пултăр сире, ĕçчен те пултаруллă поварсем! 

Г.ИВАНОВА.



14 декабря 2018
08:21
Поделиться