Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Предмет олимпиадисем вĕçленсе пыраççĕ

Предмет олимпиадисем вĕçленсе пыраççĕ

ШКУЛСЕНЧЕ Çĕнĕ çул уявĕ çывхарни сисĕнме пуçларĕ: чỹрече кантăкĕсем çинче - «юр пĕрчисем», фойере - капăр симĕс чăрăш. Кĕçĕн классенче пĕлỹ пухакансем тăрăшсах Хĕл Мучипе Юрпике çинчен сăвăсем, юрăсем вĕренеççĕ. Анчах та вăтам тата аслă класра вĕренекенсем хальлĕхе уява туйсах каймаççĕ-ха. Вĕсем хĕрсех район шайĕнчи предмет олимпиадисене хутшăнаççĕ. Олимпиадăсем ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен 22 вĕренỹ дисциплинипе иртесси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тата 5 олимпиада çеç юлнă, шкул ачисем хĕллехи каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕн кăтартаççĕ-ха кăçалхи предмет олимпиадисем? Çакăн çинчен район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕн çумне Елена Кудряшована каласа пама ыйтрăм.

- Олимпиада заданийĕсем ансат мар, вĕсене урокра илнĕ пĕлỹпе парăнтарма йывăр. Шкул программипе те çырлахаймастăн, нумай пĕлмелле, тĕплĕ хатĕрленмелле, - терĕ Елена Вадимовна. - Пĕтĕмлетỹ тума иртерех-ха, пур олимпиада иртмесĕр уçăмлатма май çук. Паянхи кун тĕлне шкул ачисем олимпиадăсенче, тĕпрен илсен, гуманитари предмечĕсемпе ытларах савăнтараççĕ. Классене илес пулсан, эпир кăçал çиччĕмĕш тата тăххăрмĕш класра вĕренекенсен кăтартăвĕсемпе уйрăмах кăмăллă. 

Вунпĕрмĕшсем вара экзамен шайĕнчи тĕрĕслев ĕçне - вырăс литературипе сочинени çырассипе - савăнтарчĕç - темăна пурте лайăх уçса панă, тĕрĕслекенсем пурин ĕçне те зачет лартнă. Ку пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. 

Иртнĕ эрнекун Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура предмечĕпе муниципалитет шайĕнчи олимпиада иртрĕ. Хăйсен шкулĕнче чи нумай балл пуçтарнă ачасем спорт аталанăвĕн историне пĕлессипе, гимнастика, баскетбол вăййин элеменчĕсене пурнăçлассипе пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Олимпиадăра 7-8 классенче вĕренекенсем хушшинче хĕр ачасенчен - Софья Стратилатова(Палтиел вăтам шкулĕ, учителĕ С.Сорокина), арçын ачасенчен - Константин Кудряшов (Шăмăршă вăтам шкулĕ, учителĕ С.Хафизов) 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Аслă классем хушшинче вара Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем - Татьяна Елисеева тата Кирилл Степанов - чи пултаруллисем пулчĕç (учителĕ И.Сабаев). Регионти олимпиадăра та çитĕнỹсем сунатпăр сире, физкультура тусĕсем! 

Г.ИВАНОВА.



11 декабря 2018
09:47
Поделиться