Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ĕçтешĕмĕр - иккĕмĕш!

Пирĕн ĕçтешĕмĕр - иккĕмĕш!

Нумаях пулмасть ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен Министерстви, ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин Министерстви, ЧР социаллă тата культура программисен НКО Фончĕ Республикăри журналистсем хушшинче пултарулăх конкурсне йĕркеленĕ. Конкурс йĕрки тăрăх, перо ăстисен шкулти наставничество, пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасене шефа илни çинчен прессăра çутатмалла. 

Пирĕн ĕçтешĕмĕр - районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн социаллă пай редакторĕ Г.Н. Иванова çак конкурсра 2-мĕш вырăн («Районсенчи (хуласенчи) массăллă информаци хатĕрĕсенчи чи лайăх публикаци» номинаци) йышăннă. Галина Николаевнăн конкурсра тăратнă «Сывлăхлă çамрăксенче - шанчăклă пуласлăх» статйи «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн 2018 çулхи августăн 10-мĕшĕнче (58№) кун çути курнă. Унта ĕçтешĕмĕр Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Александр Михайлович Ичанкин тренерăн ĕç-хĕлне сăнланă. Александр Михайловичăн ырми-канми ĕçĕ йывăр шăпаллă ачасене кĕрешỹ секцийĕ урлă пурнăçăн тĕллевне тупма пулăшнине ĕненмелле уçса кăтартнă. 

Галина Николаевнăна çỹлерех асăннă ведомствăсен Дипломĕпе тата спорт таварĕ туянмалăх 2000 тенкĕлĕх сертификатпа чысланă. 

Ĕçтешĕмĕре эпир пысăк çитĕнỹ тунă ятпа чĕререн саламлатпăр. Малашнехи пултарулăх ĕçĕнче тата пысăкрах ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, тулли телей, сỹнми хавхалану сунатпăр. 

З.Свеклова.



30 ноября 2018
10:06
Поделиться