Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аннесене - чыс та хисеп

Аннесене - чыс та хисеп

АННЕСЕН уявĕ тĕлне Шăмăршăри Культура Керменĕ чаплă мероприяти хатĕрленĕ. Ăна «Пирĕшти, сыхла эс аннене» юрăпа Кристина Егорова пуçларĕ. Пухăннисене Анне кунĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, район администрацийĕн йĕркелỹ пайĕн ертỹçи В.Дмитриев, районти Ашшĕсен канашĕн ертỹçи Ю.Ермолаев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере телей сунчĕç. 

Уяв хăнисене Шăмăршă район администрацийĕ Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Камсем тивĕçрĕç-ха çак чыса? 
Эльвира Алексеева, «Аленушка» ача сачĕн воспитателе пулăшаканĕ. Унăн ачисем те хăйĕн пекех ĕçчен те пултаруллă: Руслан - Серпуховри çар академийĕн курсанчĕ, Вероника - пулас воспитатель.

Зоя Кудряшова - «Сказка» ача сачĕн воспитателĕ. Виçĕ ача амăшĕ, асли - ЧГУ студенчĕ, кĕçĕннисем шкула çỹреççĕ. 

Наталия Маркова - «Ромашка» ача сачĕн поварĕ. Виçĕ ача амăшĕ: асли - ЧГУра вĕренет, вăталăххи - пепкипе ларать, кĕçĕнни – шкул ачи. 

Наталия Мартынова - Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ. Икĕ ывăлĕ аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн ĕçлеççĕ, хĕрĕ - шкул ачи. 
Ольга Миронова - район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи. Икĕ ывăлĕ те çар профессине суйласа илнĕ, пирĕн мирлĕ пурнăçа хỹтĕлеççĕ. 

Людмила Семенова - Шăмăршăри вăтам шкул вĕрентекенĕ. Мария аслă пĕлỹллĕ, Даша - университетра юлашки курс студенчĕ. Семен - Пермьри çар институчĕн курсанчĕ. 

Зинаида Федорова - районти тĕп больница тухтăрĕ. Тăватă ачи аслă пĕлỹ илсе çемьеленсе пыраççĕ ĕнтĕ, кĕçĕн ывăлĕ - пулас юрист - ЧГУ студенчĕ. 

Çак каç Культура ĕçченĕсем, искусство шкулне çỹрекен çамрăксем шăрантарнă юрă-кĕвĕ - пĕтĕмпех аннесем ячĕпе пулчĕ. 

ххх 
ПУЯНКАССИНЧИ ял библиотекинче (заведующийĕ Н.Федотова) Амăшĕн кунне кашни çулах уявлаççĕ. Кăçал та çак паллă куна пепкисене чун-чĕререн юратса тĕрĕс воспитанипе çитĕнтернĕ хисеплĕ аннесене халалласа чаплă мероприяти иртрĕ. 

Уяв кĕрекинче - ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшнă Надежда Муллина, Зоя тата Зинаида Волковасем. Вĕсем малтан «Правда» колхозра, халĕ «Колос» Агрофирма» пĕрлешỹре вăй хураççĕ. «Пучах» ача сачĕн ĕçчен поварĕ Галина Мресова халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Пуянкассинчи шкулта кĕçĕн классене пĕтĕм чун-чĕрипе савса 36 çул вĕрентнĕ Римма Николаевна Петрова вĕсен хушшинче чи нумай ачаллă анне - мĕн чухлĕ вĕренекен юратнă учительне иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хумасть-ши? Мария Андреевăна та, Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн санитаркине, ялта пурте хисеплеççĕ. Вĕсем пурте ачисене ура çине тăратнă ĕнтĕ, çемьелентернĕ. Халĕ мăнукĕсене пăхма пулăшаççĕ. 

Хисеплĕ аннесене уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ В.Борисова ăшшăн саламларĕç. Ĕç коллективĕсем вара хăй- сен ĕçтешĕсене парне парса чысларĕç. Уяв программине «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ хаваслă юрăсемпе илемлетрĕ, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ. Хăнасем çавра сĕтел хушшинче çамрăк çулĕсене аса илчĕç, хăйсен ỹсĕмĕнче анлă сарăлнă юрăсем шăрантарчĕç. 

В.КУЗЬМИНА.



27 ноября 2018
08:33
Поделиться