Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăй сăнаса тĕрĕсленĕ çынна халăх шанать

Хăй сăнаса тĕрĕсленĕ çынна халăх шанать

Çынсем ун патне тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ: камăн килĕнче хунар çунса кайнă, шыв пăрăхĕ тулнă, чỹрече айĕнчи йывăç хунаса ларать те пỹрте çутă кĕмест - касмалла. Çакнашкал вак-тĕвек ыйтупа ялта пĕччен пурăнакан ватă çын ял тăрăхне каяймасть. Староста вара юнашарах пурăнать.

Яланах пулăшать 

Сăмахăм Шăмăршă салинче пурăнакан Владимир Денисов пирки. Унпа курса калаçнă темиçе сехетре çакна лайăх ăнлантăм: Владимир Васильевича кунта лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Ватăсем кăна мар, çамрăксем те, вăй питтисем те, ача-пăча та. Çакна вăл хăйĕн ĕçĕпе, тараватлăхĕпе, çынсене пулăшма яланах хатĕр пулнипе тивĕçнĕ. Староста, унăн шухăшĕпе, ял çыннипе администрацин яваплă çыннисене çыхăнтаракан кăна мар, юнашарти кỹршĕсем мĕнле пурăннипе, вĕсене мĕн канăçсăрлантарнипе чунтан кăсăкланакан та, кирлĕ чухне вĕсен нушине хăйĕнни пек йышăнма пултаракан та. Çапла пулма тăрăшать вăл. 

Елчĕк районĕнчи Шăмалакра кун çути курнă ача тăван ялĕнче нумаях пурăнайман. Ашшĕне, Василий Денисов леснике, Шăмăрша ĕçлеме куçарнă. Кунтах вăл шкула кайнă, аттестат илнĕ, çартан таврăнсан та иккĕмĕш тăван кĕтесĕнчех юлнă. 1978 çулта Шăмăршă районĕн çар комиссариачĕ Владимир Васильевича прапорщиксен шкулне вĕренме янă. Çавăнтанпа 28 çул çар комиссариатĕнче çара каякан çамрăксемпе ĕçленĕ. Çак тапхăрта вĕсен, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме юрăхлисен шучĕ, пин-пине те çитнĕ.Вĕсене кашнине Канаша çити ăсатнă, Шăмăршăра çĕнĕрен кĕтсе илнĕ. 

Çар пенсионерĕ халĕ те ĕçсĕр лармасть. Виçĕ çул каялла Шăмăршă ялĕн халăхĕ ăна старостăна суйланă. Халăх вара çак ĕçе хăй курса тĕрĕслемен çынна шанса памасть. 3300 ытла çын пурăнакан сала шанни пысăк яваплăх тата хисеп мар-и? 
Шăмăршă - район сăн-сăпачĕ

Çынна итлеттерес тесен хăвăн тĕслĕх кăтартмалла. Акă нумаях пулмасть уйрăм çуртсенче пурăнакан Хĕрлĕ хырлăх (Красный Бор) урамĕнчи çула тикĕслеме темиçе арçынпа пĕрле Владимир Васильевич хăй те тухнă. Ял тăрăхĕ вак чул уйăрса панă, ăна Валерий Каримов мотоблокĕпе турттарнă. Халĕ унта машинăсем пĕр чăрмавсăрах кĕрсе çỹреççĕ. 

- Урамри тирпейлĕхшĕн пирĕн, Шăмăршăра пурăнакансен, тăрăшмалла, - тет Владимир Денисов. - Эпир - район сăн-сăпачĕ. Тĕп урамри тирпейлĕх кăна çителĕксĕр. Çавăнпа ку енĕпе пур çĕрте те ĕçлетпĕр. Çуркунне, кĕркунне субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Тăкăннă çулçа пуçтарасси хăй пысăк пĕр ĕç пулчĕ. Çирĕплетсе панă лаптăксенче предприяти-организаци, шкул коллективĕсем тата вырăнти халăх ĕçлерĕç. Çулçа михĕсене тултартăмăр, акăш-макăш ỹссе кайнă йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр. Çăвĕпех чуна килентернĕ чечек клумбисене те чавса, çитес çул валли хатĕрлесе хăвартăмăр. Салара пурăнакан кашни çын хăйĕн тỹпине хывма тăрăшрĕ. Субботниксене пурте - ачасем те, аслисем те - хутшăнчĕç. Çỹп-çап валли ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă, вĕсене эрнере темиçе хут Патăрьелĕнчи полигона ăсататпăр. 

Ял витĕр икĕ çырма юхса иртет. Вĕсен урлă темиçе кĕпер хывнă. Кашни çул пĕрер кĕпере юсатпăр. Стройматериалпа ял тăрăхĕ тивĕçтерет. Çĕрле урампа çỹреме тĕттĕм мар, юпасем çинчеỹ энергие перекетлекен хунарсем çунаççĕ. 

Яваплăха ỹстерекен ĕç 
Владимир Денисов çавăн пекех районти ял тăрăхĕсен хушшинче ирттерекен конкурссен витĕмĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Унччентерех, сăмахран, килти пахчара чечек лартса çитĕнтерекенсем шутлă кăна пулнă, халĕ Шăмăршă урамĕсем тăрăх утнă май старостăн чунĕ савăнса тăрать. Тĕслĕх вырăнне вăл Петр Поляковсен çемйине илчĕ. Кил хуçи те, унăн мăшăрĕ Нина та тивĕçлĕ канура, çапах хĕлле те, çулла та пỹрт умĕнчи тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. Çулла уйрăмах илемлĕ кунта: çĕр çинче те, пахча карти çинче те, пусă таврашĕнче те куçа шартарса яракан чечексем. Хуçасем çĕр улми пахчин картине те хитре сарă тĕспе сăрланă - çакă та урама илем кỹрет. 

Ял тăрăхĕн тăрăшулăхне те палăртса хăвармалла. Андрей Удин ертсе пыракан пысăках мар коллектив тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе общество инфратытăмне вырăнту пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли программăпа ăнăçлă ĕçлеме пуçланă. Иртнĕ çул «пуçаруллă бюджетированипе» усă курса Космовский урамĕнчи пĕр енче тротуара юсанă, çак ĕçе пурнăçлама 1114565 тенкĕ кайнă, çав шутран 891565 тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. 112 пинне - вырăнти бюджетран, ыттине - 111 пинне - халăхран пуçтарнă. Владимир Денисов староста шăпах халăхпа ĕçленĕ те. Кăçал та пĕлтĕрхи ĕçе малалла тăснă май, асăннă программăна хутшăнса урамăн тепĕр енчи тротуарне çĕнетнĕ. Хальхинче те халăх хăйĕн тỹпине хывнă. Çапла туни, староста шухăшĕпе, çынсен яваплăхне ỹстерет, тирпейлĕрех пулма хистет. 

Владимир Васильевичпа Хĕрлĕ хырлăх урамне çитсе килтĕмĕр. Ун вĕçĕнче, вун-вун çул Акатуй ирттернĕ лапамра, шыв упракан тарăн шăтăк чавнă. Çак ĕçе Константин Гришняков хăйĕн тракторĕпе пурнăçланă. 

- Малтан кунта пĕчĕк пĕве пурччĕ, вăл типме пуçларĕ, - ăнлантарчĕ староста. - Ял çыннисемпе канашларăмăр та пĕвене тарăнлатас терĕмĕр. Ĕçе вĕçлемен-ха, кунта кану паркĕ тăвас енĕпе те вăй хурăпăр. 

Манманни аван 
Салана таврăннă май Владимир Васильевич нумаях пулмасть Самар облаçĕнчи Луначарский поселокне кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. Унта Шăмăршă районĕнчи Шамкайра çуралнă Олег Долгова пытарнă-çке. Паттăрăн ашшĕпе амăшĕ Олег 1 класс пĕтерсен Самар тăрăхне куçса кайнă. Каччă çара кайиччен дзюдопа кăсăкланнă, ăмăртусене хутшăннă. Салтак хыççăн çар ĕçне малалла тăсма ĕмĕтленнĕ, çавăнпа ятарлă пĕлтерĕшлĕ «Руç» отряда çырăннă. 1996 çулхи январьте Салман Радуев отрячĕ ярса илнĕ заложниксене ирĕке кăларма хутшăннă. 1996 çулхи январьте С.Радуев отрячĕ ярса илнĕ заложниксене ирĕке кăларма хутшăннă. Çапăçу вăхăтĕнче пирĕн ентеш гранатăсем пăрахса тăшманăн çирĕп тылне аркатнă, темиçе заложнике ирĕке кăларма май тупнă, анчах хăй вилмеллех аманнă. 

Шăмăршăра Олег Долгов урамĕ пур, халĕ унăн бюстне лартасшăн. Ăна çитес çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçма ĕмĕтленеççĕ. Ĕçе ниме майĕпе тума палăртнă, çавна май ятарлă счет уçнă. «Пархатарлă çак ĕçе староста пек те, çар комиссариатĕнче ĕçленĕ çын пек те хамăн тỹпене хывăп», - терĕ Владимир Васильевич. Самар хутлăхĕнче вара Шăмăршă делегацийĕ Олегăн вил тăпри çинче пулнă, вăл вĕреннĕ шкулта учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулнă.

Калаçса утнă май Культура çурчĕ умне çитсе тăнине те сисмерĕмĕр. Çурт умĕнчи паркра темиçе стела. Чи малтанах 1945-1994 çулсенче Тăван çĕр-шывăн хуралĕнче тăнă çар çыннисене асăнса лартни патĕнче чарăнтăмăр. Юнашарах - Шăмăршă районĕнчи пограничниксен ячĕпе уçнăскер. Ăна вырăнти пограничник-хастарсен вăйĕпе çĕкленĕ. Виççĕмĕшне кăçалхи Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче уçнă. Ăна интернационалистсене тата хирĕç тăруллă çапăçусенче пуç хунă ентешсене халалланă. 

Акă пирĕн çине çап-çамрăк каччăсем тинкерсе пăхаççĕ. Тата вун-вун çул иртсен те ватăлмĕç вĕсем. «Эх, каччăсем, каçарăр мана. Олег Долговсăр пуçне службăна пурне те эпĕ ăсатнă, анчах кĕтсе илеймерĕм», - шăппăн калаçрĕ Владимир Васильевич. Пирĕн çине Афганистанра службăра тăнă, тăван ялĕсене таврăнайман Валерий Кузнецов тата Владимир Михайлов тинкерсе пăхаççĕ. Пуç хунă хыççăн иккĕшĕ те Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Юнашарах - Раççей Геройĕн Олег Долговăн, Владислав Митрофановăн, Валерий Сидоровăн, Александр Поляковăн сăн ỹкерчĕкĕсем. Вĕсем Чечня вăрçине хутшăннă. Камшăн, мĕншĕн юн тăкнă? Çакна каччăсен амăшĕсене кам ăнлантарса парĕ? 

Пурăнакансен вара манмалла мар. Владимир Денисов хăйĕн тивĕçне çакăнта та курать, туять, çавăнпа çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе май килнĕ таран хутшăнать. 

Надежда СМИРНОВА.



07 декабря 2018
08:34
Поделиться