«Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн...»
ИЛЕМĔН чикки çук. Çакна «Чăваш пики -2018» район шайĕнчи конкурсра тепĕр хут курса ĕнентĕм. Ăна эрнекун Шăмăршăри Культура Керменĕнче йĕркелесе ирттерчĕç.
Чăваш çи-пуçĕллĕ пилĕк пике сцена çинче хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе тыткăнларĕç. Виçĕ конкурсра пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç вĕсем: хăйсемпе паллаштарасси (визитка); чăваш тумне кăтартасси тата ун çинчен каласа парасси; пултарулăх конкурсĕ.
Юлия Антонова - Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренет, 14 çулта, конкурсантсем хушшинче чи çамрăкки, чи илĕртỹлли.
Ангелина Балакирева - Палтиелĕнчи вăтам шкулта 10 класра ăс пухакан чиперкке.
Ольга Матвеева - Пăчăрлă Пашьелĕнчи 11 класра пĕлỹ илекен юрă-ташă ăсти.
Екатерина Музеркина - 17 çулхи Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хастар сцена ăсти.
Диана Пушкина - Пуянкассинчен килнĕ сăпайлă та пултаруллă 17 çулхи Нарспи.
Тĕрĕссипе, конкурса хутшăннă кашни пике Нарспи сăнарне аса илтерчĕ. Уйрăмах чăваш кĕввипе сцена çинче илемлĕн ярăнса утнă самантра. Кашни Нарспи – расна та хăйне евĕр, вĕсем çи-пуçĕпе, тĕрри-эрешĕпе, сăн-пичĕпе уйрăлса тăраççĕ. Тата тухьяпа, теветпе, хушпупа... Кĕтерукăн (Е.Музеркина хăйĕнпе çапла паллаштарчĕ) хул пуççийĕсем çинче - икĕ витре çакнă кĕвенте. Хĕрсем пурте капăр, хитре. Куç тулли илем!
Калаçасса та чăн чăвашла - çав тери çепĕç те янăравлă чĕлхепе калаçаççĕ. Итленĕçемĕн итлес килет. Епле пуян пирĕн чĕлхе! Унпа çĕкленỹллĕ туйăмсене юрласа пĕлтерме те (Ю.Антонова, А. Балакирева, О.Матвеева, Д.Пушкина ), чуна ирĕке ярса сăвă шăрçалама та (Е.Музеркина, Д.Пушкина), пурнăçри тĕрлĕ самантсем çинчен кулăшла каласа пама та (Е.Музеркина) пулать.
Конкурс вĕçленсен жюри председателĕ Валентина Львова, пикесен илемĕпе ăсталăхне курса çуралнă ырă шухăш-кăмăлне тытса тăраймасăр, çапла каларĕ:
- Кашни пике пултаруллă, маттур... Конкурс çав тери кăмăллă иртрĕ. Чунтанах саламлатпăр. Пултарулăхăр ỹссех пытăр, аçăр-аннĕре яланах савăнтарса тăрăр!
Конкурсантсене тĕрлĕ номинацире палăрнăшăн Дипломпа, парнепе чысларĕç. Спонсор пулса пикесене чĕрĕ чечек çыххи - Венера Семенова, косметика хатĕрĕ - Алина Севрюгина парнелерĕ. Конкурс çĕнтерỹçине - Екатерина Музеркинăна вара (ăна пулăшакансем - Г.Петькова тата Н.Медведева) малашне те сцена çинче çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.