Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăр ячĕ вилĕмсĕр

Паттăр ячĕ вилĕмсĕр

2018 Çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕ район тата республика историне яланлăхах кĕрсе юлĕ. Çак кун Палтиел каччине - Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă Владимир Иванович Михайлов кĕçĕн сержанта - асăнса пĕрремĕш (!) хут спорт уявĕ йĕркелерĕç. Ăна чаплă лару-тăрура Палтиелĕнчи вăтам шкулта уçрĕç. Мероприяти пуçаруçисем тата спонсорсем - Владимир Михайловпа пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем, районти интернационалист салтаксен пĕрлешĕвĕ, район администрацийĕ. 

... КĂНТĂРЛА çитеспе шкулăн спорт залне халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Кам кăна çук кунта: спортсменсем, шкул ачисем, ял çыннисем, интернационалист ветерансем (вĕсем районтан çеç мар, Шупашкартан, Самарăран, Дон çинчи Ростовран та килнĕ), районти ертỹçĕсем, Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, В.Михайлов салтакăн тăван аппăшĕ А.И.Михайлова тата вĕрентекенсем. 

Ентеш салтакăн сăн ỹкерчĕкĕ, ятарлă стена хаçачĕ, çĕнтерỹçĕсене тивĕçмелли кубоксем залрисене хăйне евĕр мăнаçлăх кỹреççĕ. 

Акă Палтиел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Сандркина чаплă уяв уçăлни çинчен пĕлтерет. 
Унтан вĕренекенсен ушкăнĕ литература монтажĕ урлă ĕнерхи выпускник биографийĕпе паллаштарать. Залра тĕлĕнмелле шăплăх: куç тулли куççульпе пурте геройăн çиçĕмле хăвăртлăхпа кĕске, çав вăхăтра пархатарлă иртнĕ кун-çулĕ çинчен итлеççĕ. 

Акă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов сăмах илет. Çỹлерех асăннă ырă пуçарушăн активистсене тав тăвать, ăна çирĕп йăлана кĕртме ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунать. Ун хыççăн çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пай пуçлăхĕ П.Иванов, районти ГСВГ председателĕ С. Ястребов, В. Михайловпа пĕр класра вĕреннĕ В.Кузнецов паттăр ятне яланах асра тытма шантараççĕ. Интернационалист ветерансем тухса калаçаççĕ. Хăйсем тата Владимир Михайловăн юлташĕсем пухнă укçапа вĕсем хаклă парнесем туяннă - Ветеран салтаксен районти Канашĕ Палтиел вăтам шкулĕн коллективне баскетбол мечĕкĕ парнелерĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывнăшăн шкул ертỹçисене тата коллективне Чăваш Республикин интернационалист ветерансен «Паттăрлăх» («Доблесть») пĕрлешĕвĕн Тав çырăвне пачĕç, Михайлов интернационалистăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсене асăнмалăх хаклă парнесемпе чысларĕç. Вĕсем хушшинче - Владимир Иванович Михайловăн тăван аппăшĕ Алевтина Ивановна, çывăх кỹрши Зоя Петровна Куракова, класс ертỹçи пулнă Вячеслав Михайлович Кузьмин, ун чухнехи шкул директорĕ Роза Семеновна Минеева.

Уява пухăннисем салтак аппăшĕн (вăл Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Чураш ялĕнче пурăнать) сăмахне куççульпе итлерĕç. «Володя пĕчĕклех лăпкă та ĕçчен ỹсрĕ. Йывăрлăхри çыншăн тем тума та хатĕрччĕ», - пулчĕç ун сăмахĕсем. 

В.Михайлов выпускника Р.С.Минеева педагогика ĕçĕн ветеранĕ аякри çăлтăр çутипе танлаштарчĕ: «Кĕске ĕмĕрĕнче Володя манăçми паттăрлăхпа халăх историне кĕчĕ».

Афганистан çĕрĕнчен Совет Çарне кăларнăранпа 30 çул çитнине асра тытмалăх интернационалист ветерансене юбилей медалĕпе наградăларĕç. 

Хумхануллă самант: ветерансен пысăк ушкăнĕ, В.Михайловăн çывăх çыннисем паттăр салтакăн вил тăпри çине чечек карçинкки лартрĕç, пĕр вăхăт шăп тăрса пуç тайрĕç. 

УЯВĂН иккĕмĕш пайĕ - спорт ăмăртăвĕсем. Районти шкулсен коллективĕсем (пурĕ 10 команда) икĕ енĕпе тупăшрĕç: баскетбол вăййинче тата автомата салатса пуçтарассипе. Баскетбол вăййи уйрăмах хĕрỹ пычĕ, вăл 20.00 сехетченех тăсăлчĕ. Хĕрсем хушшинче «Палтиел-1», «Палтиел-2», «Шăмăршă -1» ушкăнсем 1-3 вырăнсене пайларĕç. Каччăсенчен район центрĕнчен килнисем вăйлăрах пулчĕç. Судьясен коллегийĕ (тĕп судья - Р.П.Сорокин) чи лайăх вылякансене, чи лайăх тапăнакансене палăртрĕ. Вĕсем: А.Емдиханова вĕренекен, А.Антонова студентка (Палтиел), Ф.Стефинов, К.Ефимов (Шăмăршă). 

Калашников автоматне тĕрĕс те хăвăрт салатса пуçтарас енĕпе (судья Л.А.Стратилатов) шкул ачисемпе интернационалист ветерансем тупăшни çав тери кăсăклă пулчĕ. Ĕнерхи салтаксен çаврăнăçулăхĕ, хăвăртлăхĕ паянхи яш-кĕрĕме тĕлĕнтерчех. Хĕрсенчен ку енĕпе Анастасия Петровăна (Шăмăршăри вăтам шкул) çитекен пулмарĕ. 2-3 вырăнсенче палтиелсем - Анна Стратилатова студентка, Татьяна Долгова вĕренекен. Тепĕр ушкăнра Данила Макаров (Палтиел вăтам шкулĕ) - пĕрремĕш, Валерий Акимов (ветеран) - иккĕмĕш, Дмитрий Герасимов (Палтиел вăтам шкулĕ) - виççĕмĕш пулчĕç. 

Уйрăм çĕнтерỹçĕсене медальпе, Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысларĕç. I-мĕш вырăнти командăсене кубок пачĕç. 
КĂМĂЛ тăвакансем шашкăн асамлăхне лекрĕç. Пуçватмăш вăйăра ăс-хакăла виçрĕç. Аслисемпе тан ачасем те ку енĕпе пысăк ăсталăхпа палăрчĕç. 

СПОРТ уявĕ хыççăн кашниех салтак пăттине ас тиврĕ, техĕмлĕ чейпе киленчĕ. 

ЧУНА витермелле, нумайлăха асра юлмалăх иртрĕ афган вăрçи паттăрне халалланă спорт уявĕ. Аслисене çарта çирĕпленнĕ туслăх хăвачĕ çыхăнтарчĕ. Тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă «афганецсем» кăмăл туличчен калаçрĕç: çарта иртнĕ чи канăçсăр та хăрушă самантсене аса илчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Ача-пăча, яш-кĕрĕм вара вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хĕмленчĕç, Тăван çĕршывăмăршăн, халăхăмăршăн тăрăшасси чи сăваплă туйăм иккенне чун-чĕрипе ăнланчĕç. Çакă вара - чи кирли! 

АВТОРТАН. «Паттăрсем вилĕмсĕр», - теççĕ халăхра.Çапла вĕсен ыр ячĕ, çутă сăнарĕ - пирĕн чĕрере, асăмăрта. Халăх ырлăхĕшĕн пуç хунă çыннăмăрсене манни, хисеп туманни - пысăк çылăх. 

Паттăр ентешĕмĕре В.Михайлова ĕмĕр асра тытмалăх спорт уявĕ ирттерессине пуçарни - çитĕнекен ăрушăн нихçан манăçми пулăм. 

Çак мероприяти сулмаклăхĕ пуян чун-чĕреллĕ çынсенчен, Владимир Ивановичăн вĕренỹри юлташĕсенчен, уйрăмах Владимир Кузнецовран, интернационалист салтаксенчен, ертỹçĕсенчен килнĕ. Пуç таятпăр вĕсен пархатарлăхĕ умĕнче. 

Уяв йĕркелеме пулăшакансем - Палтиел вăтам шкулĕн администрацийĕ, физкультура учителĕсем - Светлана Леонидовнăпа Рудислав Петрович Сорокинсем, ОБЖ учителĕ Л.А.Стратилатов, А.Г.Минулловăпа Н.Г.Юманова поварсем чăннипех те тав сăмахне тивĕç. 

Малашнехи спорт уявне хутшăнакансен йышĕ ỹссех пытăрччĕ. Ку вăл пирĕн енчен ĕмĕр сỹнми астăвăм пулĕ. 

Зинаида СВЕКЛОВА. 

(Хаçатăн çитес номерĕнче В.Михайлов çинчен аса илсе каланă çынсен сăмахĕсене пичетлĕпĕр.) 

Кĕске справка. Владимир Иванович Михайлов 1965 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Палтиел ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Палтиел вăтам шкулĕнче 8 класс таран вĕреннĕ. Тутар АССРĕн Çĕпрел районне кĕрекен Çĕпрелти СПТУра механизатор специальноçне алла илнĕ. Тăван колхозра трактористра ĕçленĕ. 1982 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна Совет Çарне службăна илнĕ. 

Учебка хыççăн В.И.Михайлов Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. БМП водителĕ-автомеханикĕ пулнă. Кĕçĕн сержант. Ентеш 18 çапăçăва хутшăннă. 1984-çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Çапăçури паттăрлăхшăн Владимир Михайлова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн). В.И.Михайлова чысласа хăй вĕреннĕ Палтиел вăтам шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарнă. 

2017 çулта пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсен пуçару ушкăнĕ В.Михайловăн вил тăпри çине гранит плита вырнаçтарнă.



27 ноября 2018
08:38
Поделиться