Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕрентекен

ВĂТАМ кĕлеткинчи кашни хусканăвĕ çыпăçуллă унăн. Утти те çирĕп, вăр-вар. Хурлăхан çырлине ас илтерекен куçĕ те çын çине тỹррĕн пăхать (таса чунлă çыннăн куçĕ!). Сăмахĕ кĕске те витĕмлĕ: пĕр вăхăтрах ачашлăх та, çирĕплĕх те сисĕнет унра. Пĕрмай ĕçлĕ вăл: ачасемпе е ĕçтешсемпе ку е вăл мероприяти пирки сỹтсе явать, сĕнỹ парать; ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçать; шăпăрлансемпе кăсăклансах урок ирттерет... 

Ку вăл - Светлана Викторовна Якушова, пуçламăш классене вĕрентекен, аслă вожатăй тивĕçне пурнăçлакан, педагог ĕçне чунтан парăннă çын. 
31 çул ытла тимлет вăл Васан шкулĕнче. Çак тапхăрта çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн мĕн чухлĕ вăй-хал, ăс-хакăл çутине сапаламан-ши? Этемлĕхĕн чи ырă енĕсене - çынлăха, ĕçченлĕхе, патриотизм туйăмне кĕçĕн çулсенчи ачасемпе аталантарасси - малашлăх никĕсĕ пулнине чунтан ăнланса ĕçлет С.Якушова. Кашни арçын ачара тата хĕр ачара çĕр-шывăн шанчăклă хуçине курать вăл. Вĕренекен психологине, аталану шайне, çемьери лару-тăрăва шута илсе, уйрăмшарăн ĕçлет. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе, методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелесе ирттерет. Професси ăсталăхне ỹстерсех тăни Светлана Викторовнăна пурнăç таппипе пыма майпарать. 
Аслă вожатăй пулнă май вĕренекенсене тĕрлĕ акцие хутшăнтарать. Вĕсене пур енлĕ аталанма услови çителĕклĕ. Юрăçсемпе ташăçăсем, кулăш ăстисем тата илемлĕ сăмах ăстисем халех палăраççĕ шкулта. Концерт е фестиваль, пуху е митинг - Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав ачисем яланах малта. Çакăнта, паллах, Якушова аслă вожатăйăн тỹпи те пысăк. 
Ĕçри хастарлăхшăн 1-мĕш категориллĕ вĕрентекене район администрацийĕн, вĕренỹ пайĕн грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Ман шутпа, тата пысăкрах хисепе те тивĕç ĕçтешĕм. 
Светлана Викторовна - хастар общественница. Вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» организацийĕн Васан ял тăрăхĕн уйрăмĕн секретарĕ. Çак тỹлевсĕр ĕçре пĕр улшăнми 9 çул тăрăшать. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче агитатор тивĕçне пурнăçлать тата.
Çемьере Якушова _ шанчăклă мăшăр, юратнă анне. Упăшкипе Петр Анатольевичпа 1991 çултанпа пĕрле; мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Петр Анатольевич - таврари ăста платник: çурт-йĕр çавăрма та, сĕтел-пукан ăсталама та маçтăр. Вĕсен икĕ хутлă керменĕнче илемлĕ те хăтлă. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх. Пахча тулли - тĕрлĕ çимĕç. Якушовсен - икĕ ывăл. Виктор - коммуникаци системипе çыхăну сечĕн техникĕ, Екатерина мăшăрĕпе пĕр çăвартан пурăнать. Сергей - строитель. 
1968 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Крестниково ялĕнче çуралнă Светлана Сидорова. Амăшĕ - Евдокия Ивановна, ашшĕ - Виктор Анисимович хĕрне пуян чун-чĕре парнеленĕ. Çак хаклă тупра Светланăна хăй пурнăç тĕллевне шкул ĕçĕпе çыхăнтарма хистенĕ, паллах. Шкула çỹреме пуçлас умĕн Сидоровсен çемйи Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар Шăхаль ялне куçса килнĕ. «Тăван çĕр-шыв», «анне», «атте» сăмахсене шăрçалама вĕренсенех С.Сидорова вĕрентекен пулас ĕмĕтпе хĕмленме пуçланă. Пуçламăш классен учителĕ пулас тĕллевпе, алла аттестат илсен, Хусанти 1-мĕш педучилищĕре ăс пухнă. Тăван Хурăнвар Шăхаль шкулĕнче 4 çул хушши кĕçĕннисене пĕлỹ панă. Кунта ĕçлени Светлана Викторовнăшăн тимĕрç лаççинче тар тăкнă пекех пулнă. Пирвайхи хăнăху, пирвайхи ỹсĕм, тен, хăш-пĕр йăнăш - çаксем чăн-чăн специалист пулма çул хывнă... 
Çапла, тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимле ĕçе те парăнтарма çук. Куллен, çуллен ăста- лăха ỹстерсе, пĕлỹ çулĕпе çирĕппĕн ертсе пырать ачасене Светлана Викторовна. Чăн-чăн вĕрентекенĕн çапла пулмалла та.
Зинаида СВЕКЛОВА, 
Васан ялĕ.



16 октября 2018
08:47
Поделиться