Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн хисеплĕ ветерансем

ĔНЕР, октябрĕн 1-мĕшĕнче, шăмăршăсен юратнă вĕрентекенĕсем, педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕсем Н.Смирнова тата Р.Садеева - çуралнă кунне паллă турĕç. Пĕр кунта çурални кăна мар, çамрăксене вĕрентỹпе воспитани парас ĕçре пĕр вырăнта - Шăмăршăри вăтам шкулта - нумай çул хушши завучра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлени те пĕрлештерсе тăрать вĕсене. Иккĕшне те, ĕçри çитĕнĕвĕсене тата ырми-канми тăрăшнине кура, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. 
Надежда Петровна 1931 çулта Саратов облаçĕнче çуралнă. Выçлăх çулĕсенче, 4 çулта чухне, ашшĕ-амăшĕпе Шăмăршă районне куçса килнĕ. Кунта вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищине, каярах Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерет, ачасене шкулта 45 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, пурне те паян кунчченех ăшă кăмăлĕпе хавхалантарса тăрать. 
Римма Мубинзяновна 1941 çулта Тутар Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Шланка ялĕнче çуралнă. Шăмăршăри вăтам шкулта ăна вырăс чĕлхине Н. Смирнова вĕрентнĕ. Вăтам шкула «5» паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Р.Садеева Шупашкарти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче аслă пĕлỹ илет (1965 ç). Икĕ çул Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ĕçленĕ хыççăн 41 çул хушши Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене вĕрентет. Яланах сăпайлă вăл, учитель сăнарне, культурине çỹллĕ шайра тытса тăрать. Вăл халĕ те чăн-чăн профессионал. Ун патне тăванĕсем, кỹршĕре пурăнакан шкул ачисем математика предмечĕпе пулăшу ыйтма пыраççĕ. 
Хисеплĕрен те хисеплĕ ветерансем, эпир те сире çуралнă кун ячĕпе чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр! 
Г.ИВАНОВА.



02 октября 2018
11:10
Поделиться