Вăй-хал - хусканура!
Шăмăршăри «Туслăх» спорт комплексĕнче те кунĕпех ача-пăча сасси илтĕнсе тăчĕ июлĕн 21-мĕшĕнче. Аслисем те чылайăн пулчĕç, хăшĕсем çемйипех ачисемпе пĕрле активлă канчĕç. Ачасен бассейнĕнче амăшĕсене, асламăшĕ-кукамăшне те пепкисемпе пĕрле курма пулать - пĕчĕкскерсене ишме вĕрентеççĕ. Икĕ-виçĕ ачипе ишме çỹрекен амăшĕсем те тĕл пулаççĕ – çапла вĕсем шыва хăнăхтараççĕ. Акă Палтиелĕнчен Р.Емдиханова хăйĕн икĕ кĕçĕн ачипе тата тăванĕсен виçĕ ачипе килсе çитрĕ.
- Хам ишме пĕлместĕп, çавăншăн халĕ те кулянатăп. Ачасене вара ишме вĕрентетĕпех. Шывран ан хăраччăр, ишме пĕлччĕр тетĕп, çавăнпа час-часах вăхăт тупса вĕсене бассейна илсе килетĕп, - пĕлтерет Раиле Мегсумовна.
Пĕчĕккисен бассейнĕнче ишме вĕренме майсем çителĕклех: шыв çинче тытăнма пулăшакан çаврашкасем, пластмасса «хăмасем». Инструкторсем те кирлĕ сĕнỹсем парса хавхалантарса тăраççĕ.
Ытти кунсенче вара бассейнра шăрăх кунсенче те ача-пăча хĕвĕшниех туйăнмасть. Ашшĕ-амăшĕ ачисене шывра ишме кашни кун 45 тенкĕ параймасть. Чылайăшĕн эрнере 2 хутчен çеç бассейнра киленме тивет. Хуларан канма килнĕ ачасем чылаййăн çỹреççĕ кунта - вĕсемшĕн кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ укçа шеллемест.
Пенси çулĕсенчи ĕç ветеранĕсем бассейна тăтăш çỹрени вара питех те кăмăллă. Л.Козлова, С.Шамеева, В.Обаськина, В.Абанников, О.Абанникова, Р.Драгунова тата ыттисем те эрнере 3 хут ишсе савăнаççĕ кунта. Сывлăхне çирĕплетеççĕ, хавас кăмăл-туйăм илеççĕ, ватлăха парăнма шутламаççĕ.
«Туслăхпа» туслă пурăнар, сывлăхлă пулар!
"Шăмăршă хыпарĕ"