Ял-йыш утă хатĕрлет
- Люцерна тухăçĕ савăнтармарĕ, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. - Çуркунне сивĕ те типĕ çанталăк тăнипе курăк лайăх ỹсеймерĕ. Иккĕмĕш хут çулнă чух утă ытларах пуласса шанатпăр.
Утă валли акнă пĕр çул ỹсекен курăксем 220 гектар йышăнаççĕ. Силослăх 207 гектар куккурус çитĕнет. Вадим Петрович кăçал выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрлессе шанать.
Вăхăт сисĕнмесĕр иртет: часах вырма ĕçĕсем те пуçланĕç, кĕр тыррисем те акмалла. Кăçал кĕр тыррисене 2500 гектар çинче акма палăртнă. Ун валли хура пусă кирлĕ чухлех хăварнă, çĕре сухаласах тăраççĕ. Пĕр пайне гербицидсем сапса çум курăксене пĕтернĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"