Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алран кайми аки-сухи, асран тухми Акатуй!

dsc_0346.jpg

 
Юрăпа та ташăпа, чуна хумхантаракан вăй-хал ăмăртăвĕсемпе, Шăмăршă çĕрĕ çинче пĕр тăвансем пек килĕштерсе пурăнакан халăхсен туслăхĕ тата та çирĕпленнипе шавласа-кĕрлесе иртсе кайрĕ районти Акатуй. Шăмăршă çывăхĕнчи чи илемлĕ кану вырăнĕнче - ипподромра - иртнĕ вырсаникун чăннипех те пысăк уяв пулчĕ.
 
Уява каяс умĕн аллăма «Хура çăкăр» романа тытрăм та манăçми Илпекĕмĕр Шăмăршă Акатуйĕ пирки çырнине тепĕр хут вуласа тухрăм.
 
«Кунĕ тỹлек, ăшă. Хĕвел çĕр питне ĕнтсе илес пек хĕртет. Сенкер тỹпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Хутран-ситрен çеç вăштăртатса иртекен çил те сывлăша уçăлтарса çитереймест», - çапла илемлĕ те асра юлмалла сăнлать çут çанталăка халăх писателĕ. Малалла вăл пире Акатуй уçланкине илсе çитерет: «Акă, çамрăксен пĕр кăшăлĕ пĕр еннелле çаврăнать, тепри ăна хирĕç, виççĕмĕшĕ каллех пĕрремĕш пек çаврăнса иртет те, ушкăн вара юханшыв хумĕ çинче хĕвел ташланăн туйăнать. Хĕрсем ярăнарах утса пынă чух кăкăрĕсем умне йĕр хăварми çакса тултарнă мăййисемпе шелкемисем, хул урлă янă тăватшар ретлĕ теветсем çинчи кĕмĕлсем куç чарăлса каймалла ялкăшаççĕ.
 
Туллиех çакса тултарнă кĕмĕл шăнкăртатнине илтсен, суккăр çын та çаврăнса пăхмасăр чăтаймĕ...»
 
Çапла, Илпек Микулайĕ 100 çул ытла каяллахи çинчен çырса кăтартнă пулин те, Шăмăршă Акатуйĕ паян та хăйĕн чапне çухатман. Чăнах та, çанталăк сулхăн та йĕпе-сапаллă тăни уява кăштах тĕксĕмлетме пăхрĕ-ха, анчах юрă-ташă ăстисене, физкультурăпа спортăн чăн-чăн тусĕсене тапхăр-тапхăр йĕпхỹ çумăр пĕрĕхни хăратайĕ-и?
 
... ЕМ-ЕШĔЛ курăклă уçланкăна ирпе сакăр сехетченех капăр тумланнă çынсем çуран та, авто-машинăпа та çитме пуçларĕç. Акă, журналист блокночĕ çине пĕрремĕш йĕркесем те çырăнаççĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа килнĕ-ха уява район çыннисем?
 
Энсар БАГАУТДИНОВ,
ĕç ветеранĕ,
Патирек ялĕ:
 
- Çулăмсем чылай пысăк пулин те, Акатуя-сабантуя килесех терĕм. Çамрăкрах чухне эпĕ хам та çур аки чемпионĕ пулнă вĕт-ха, Акатуйра хаклă парнепе чысланăччĕ. Кăçалхи чемпионпа алă тытсах паллашас килет.
 
Василий ТЕНИШЕВ,
Карапай Шăмăршă ялĕ:
 
- Пирĕн ял тăрăхĕн хăна çуртне пырса курма чĕнетĕп сире. Картишĕнче эпĕ пĕчĕк утар йĕркелерĕм. Сиплĕ пылпа та хăналăп, кĕрчемепе те сăйлăп.
 
Петр ИЛЬДЯКОВ,
Кивĕ Чукал ялĕ:
 
- Эпĕ Акатуя ир-ирех çитрĕм, хамăр ялти артистсемпе пĕрле ларса килтĕм. Суту-илỹ ярмăрккине курса çаврăнтăм, вăйă аттракционĕсем те куçа илĕртеççĕ. Часах, акă, спорт ăмăртăвĕсем те пуçланĕç.
 
... АКĂ, анлă уçланкăра вăйă карти йĕркеленчĕ те, юрăçсем карталанса Акатуйăн тĕп сцени еннелле утма пуçларĕç. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине, Раççейри Ырă ĕç тăвакансен çулне тата Чăваш Енри И.Я.Яковлев Патриарх çулне халалланă Акатуя район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ, пурне те чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Чун-чĕрене çĕклентерсе Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăрарĕç. Акатуй ялавне районти хисеплĕ çынсем - кăçалхи çур аки паттăрĕ, «Колос» Агрофирма» ООО механизаторĕ Петр Захаров, юрри-ташшипе таврара чапа тухнă Палтиелĕнчи Культура çурчĕн ертỹçи Татьяна Долгова тата Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ Александр Еремеев çĕклерĕç.
 
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хăйĕн саламлă сăмахĕнче ял ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене тулли кăмăлпа палăртрĕ. Пурĕ 9940 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 1675 гектар техника культурисем (сахăр чĕкĕнтĕрĕ, хĕвелçаврăнăш) акса хăварнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çĕр улми лаптăкне 18 процент ỹстернĕ. Калчасем пур çĕрте те чуна савăнтарса ешереççĕ.
 
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç кăтартăвĕсем те сулмаклă. Аш-какай тата сĕт туса илесси ỹснĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕлтĕрхинчен 16 процент пысăкланнă.
 
Районта çулсем тăвасси, культура учрежденийĕсемпе шкулсене юсасси ăнăçлă пырать. Çак кунсенче кăна-ха Васан ялĕнче модуллĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума пуçланă.
 
Шăмăршă Акатуйне хаклă хăнасем те килсе çитнĕ: Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Владимир Бабайкин, Чăваш культурин центрĕн пай пуçлăхĕ Ираида Гаврилова, Германирен килнĕ волонтер Матильда Венцель, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ыттисем. Вĕсем район çыннисене уяв ячĕпе чунтан саламласа пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕç.
 
Ĕçре малта пыракансене чыс-хисеп туни те нумайлăха асра юлĕ. Хисеп грамотисемпе Дипломсем, хаклă парнесем чи хастаррисене тивĕçрĕç.
 
Ялсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем халăха чи чаплă номерсемпе савăнтарчĕç. Пĕрне мухтаса теприне хурлас килмест - пурте маттур!
 
Спорт ăмăртăвĕсем те çынсене магнит пек туртрĕç: кире пуканĕ йăтакансем, вĕрен туртакансем, çуран чупакансем, турник çинче туртăнакансем, волейболистсем хĕрỹ тупăшрĕç. Паллах, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем патĕнче халăх çулленхи пекех йышлă пулчĕ. «Акатуй паттăрĕ» ята тата такана вара Пăчăрлă Пашьел çамрăкĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Виктор Фадеев çĕнсе илчĕ.
 
Хăна çурчĕсем те пĕринчен тепри илĕртỹллĕрех. Ал ĕç япалисен куравĕ пирĕн тăрăхра ылтăн алăллă çынсем пурăннине уççăнах çирĕплетет. Комиссие чи лайăх ĕçсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Çавах та пĕрремĕш вырăна - Карапай Шăмăршă, иккĕмĕшне - Шăмăршă, виççĕмĕш вырăна Анат Чаткаспа Пуянкасси ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсем тухни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене Дипломпа укçан преми парса хавхалантарчĕç.
 
Юланутсемпе рысаксен ăмăртăвне епле палăртса хăварар мар-ха! Юланутпа Кивĕ Шăмăршăри чăн-чăн лаша тусĕ Геннадий Ельцов пурне те хыçала хăварчĕ. Рысаксен тупăшăвĕнче çĕмрен пек ыткăнакан Паликăна кам çитейĕ? Ăна Анат Чаткас çамрăкĕ Михаил Тихонов тытса пычĕ, урхамах хуçи - Шăмăршăра пурăнакан Валерий Петрович Еремеев.
 
Палика - çĕршыври ипподромсенче иртнĕ нумай ăмăртусен çĕнтерỹçи, 2016 çулта Ульяновскри Дерби ăмăртăвĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăннă.
 
Сăмах май, Шăмăршăри Акатуй хыççăн Палика Патăрьелĕнчи тата Шупашкар районĕнчи ăмăртусене те хутшăннă. Патăрьел Акатуйĕнче пирĕн район урхамахĕ 21 лаша хушшинче, Шупашкар районĕнче 18 лаша хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Палика хуçи Валерий Еремеев каланă тăрăх, унăн урхамахĕ темиçе çеккунт çеç выляса янă.
 
Ипподромри ăмăртăва республикăри паллă урхамахçă Александр Максимов чаплă комментатор пекех ăста ертсе пычĕ. Темшĕн, чунтан хĕрỹлленсе репортаж хатĕрленĕ чух вăл мана хăйĕн ашшĕне - Шăмăршă ипподромне республикипех чапа кăларнă Василий Ивановича - аса илтерчĕ. Хăй пирĕнпе çук пулин те, Василий Ивановичăн ырă ячĕ халăх асĕнче, районта вăл чĕртнĕ лаша спорчĕ аталансах пырĕ тесе шанас килет.
 
Тепĕр çулччен, асран кайми Акатуй! Çак уява йĕркелесе ирттерме хутшăннă кашни çыннах оргкомитет чĕререн тав тăвать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
15 июня 2018
09:25
Поделиться