Акатуй, акатуй - ачасемшĕн кĕтнĕ кун
Акатуй программи ачасене те хăйсен пултарулăхне кăтартма май парать. Акă районти вĕрентỹ учрежденийĕсен декораципе прикладной искусство ĕçĕсен куравĕ. Вунă шкул тăратнă хăйсен ал-ĕç ăсталăхне. Кунта ытларах тĕрĕ, хутран касса кăларнă чечексем, çекĕлпе çыхнă салфеткăсем, кил ăшчиккине илемлетмелли япаласем. Анат Чаткасри шкулта вĕренекенсем йывăçран тунă кашăксем, теттесем, ывăссем илсе килнĕ. Пăчăрлă Пашьел ачисен - пиртен çĕленĕ пирĕшти кĕлеткисем, илемлетсе ăсталанă чăваш алфавичĕн саспаллийĕсем. Пуянкассинчи Стасик Петров фанерăран кил-çуртра усă курмалли хатĕрсем тума ăста. Кивĕчукалсем йывăçпа та ĕçлеме юратаççĕ - ывăссем касса кăларнă, эрешлĕ чĕнтĕр çыхма та пултараççĕ. Палтиелсем курава кухньăра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр тăратнă. Шăмăршăри вăтам шкул ачисем хитре салфеткăсем тĕрлеççĕ, кил-çурта илемлетме тĕрлĕ япала хатĕрлеççĕ. Карапай Шăмăршă, Чукал, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕсенче вĕренекен хĕрачасем куракансене çĕнĕ йышши алмаз тĕррипе савăнтарчĕç. Вĕсен тĕрри çинчи чечек, йывăç-курăк чĕрĕ пекех туйăнать. Васансем хутран, тĕслĕ çипрен тата хăюран ăсталанă чечексем, тĕрĕсем тăратнă. Пĕр сăмахпа, ачасен ал ĕç пултарулăхĕ куçа тыткăнларĕ, хăй патне илĕртрĕ. Асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен ĕмĕрхи ăсталăхĕ çухалмасть-ха, ламран-лама куçса пырать.
Çакна Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсен ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем кăçал Акатуйне тăмран ăсталанă шăхличсем, пĕчĕкçĕ шăнкăравсем, тăварлă чустаран тата картонран тунă сувенирсем илсе тухнă. Çанталăкĕ çумăрлă та сивĕ тăнăран-и, çак теттесен тĕлĕнче ача-пăча хĕвĕшниех туйăнмарĕ, тавралăх та шăхличĕ сассипе янăраса тăмарĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене урăхла теттесем, вăйăсем ытларах илертеççĕ пулмалла. Пĕчĕк ачасем пони çине ларса курасшăн çунаççĕ, аслăраххисем - юлан утпа ярăнасшăн. Тата ăçта куран-ха çакна пурнăçра? «Пăравуспа» ларса çỹрекенсем те йышлă, авă вылямалли çăмăл машина рулĕ умне ларма та черет тăраççĕ. Лаша кỹлнĕ юмахри пек чаплă кỹмеллĕ урапа та (карета) пĕрре те пушă тăмарĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕрен аттракционсем ачасемшĕн çак тери илĕртỹллĕ пулчĕç.
Кăçал Акатуйра ача-пăча, çамрăксем валли пуян программа хатĕрленине палăртмалла. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем (И.Тимофеева, Л.Чернышева, И.Яковлева) кĕçĕн çулхисене сăмавар чейĕпе тата вĕт кĕлентĕрпе, хитре хуплашкаллă илемлĕ литература кĕнекисемпе кĕтсе тăчĕç. Пĕчĕк кĕнеке тусĕсемпе викторина ирттерчĕç, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç.
Юнашарах «кĕçĕн сцена» çамрăк юрă-ташă ăстисене йыхравласа тăчĕ. Уяв программине искусство шкулĕнче вĕренекен В.Хафизова тата Н.Ефимов питĕ ăста ертсе пычĕç. Т.Яковлевапа С.Кудряшова ДШИ преподавателĕсем кăçал ăна çĕнĕлле йĕркеленĕ: хуть ăçта вĕренекен юрăçăсем, ташăçăсем хăйсен номерĕсемпе малтан пĕлтермесĕрех хутшăнма пултарни, ман шутпа, питĕ аван. Пултарулăх экспромчĕ хăйне тỹрре кăларчĕ! Акă Васанти А.Урмаева, А.Архипова «Мечта» юрă шăрантараççĕ. В.Павлова та хăйĕн уçă сассипе хĕвеллĕ пуласлăх çинчен илемлĕ юрларĕ. «Ромашка» ача садне çỹрекенсем куракансене ташă хыççăн ташă, хаваслă юрăсем парнелерĕç (преподавателĕ М.Юманова). Шăмăршăри Ю.Михайлова юрăçă пухăннисене яланхи пекех кĕмĕл сассипе тыткăнларĕ - «Мой мир» юрăпа савăнтарчĕ.
Çапла çитĕннисем те, ача-пăча та савăнчĕ, киленчĕ Акатуйра. Шел, чи пĕчĕккисене çумăрĕ килелле васкатрĕ. Район уявĕ пурпĕрех кашни ачанах хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"