Сывă пул, юратнă ача сачĕ!
Мероприятие ачасен ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем, аслашшĕсемпе кукашшĕсем йышлăн пухăнчĕç, садик коллективне пепкисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн чун-чĕререн тав турĕç. Кунта аслисенчен хăшĕ-пĕри куççульне те пытараймарĕ - ăшă кăмăллă воспитательсем ĕçленипе тăван кил пекех-çке ачасемшĕн садик!
Выпускниксем вара музыка залĕнче вальс кĕввипе илемлĕ çаврăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Ачасене Екатерина Яковлева воспитатель шкулта лайăх вĕренме, кунта хăнăхтарнă ырă йăла-йĕркене пур çĕрте те пурнăçласа пыма ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех «Ромашка» ача сачĕн ертỹçи Елена Гадиева та ашшĕ- амăшне ачасене воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн тав турĕ, пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсене шкул хатĕрĕсем парнелерĕ. Кĕçĕн ушкăна çỹрекен пепкесем те садикпе сывпуллашакансене «Малыши-карандаши» ташăпа савăнтарчĕç.
Мероприяти урамра ачасем, кашни хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе çыхăнтарса, шарсем вĕçтернипе вĕçленчĕ. Сывпуллашу пурин асĕнче те çутă асаилỹпе тăрса юлĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.
"Шăмăршă хыпарĕ"