Пулемет пеме чарăнман
ХĂЙ пурăннă чухне эпĕ унпа темиçе те тĕл пулса калаçнă, фронтовикăн вăрçăри паттăрлăхĕ пирки хаçатра та çырса кăларнăччĕ. Çав тери сăпайлă çынччĕ Петр Иванович, Тăван çĕршыв хăйне икĕ орденпа тата темиçе медальпе наградăлани çинчен те пĕр мухтанмасăр каласа панăччĕ.
Петр Иванович Яковлев 1921 çулта Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче çуралнă. Тăван ялта, унтан Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт шкулĕнче вĕреннĕ. 1938 çулта Патăрьелĕнче педучилище пĕтернĕ. Вара çамрăк учителе Комсомольски районĕнчи пĕр шкула ачасене вĕрентме яраççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Петр Яковлева тỹрех фронта илмен-ха. 1942 çулхи февральте Яковлев комсомолец хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Икĕ уйăха яхăн вăл запасра тăракан стрелоксен полкĕн курсĕнче вĕренет, пулеметчик ĕçне алла илнĕ. Унтан - фронта. Хĕвеланăç фрончĕн 33-мĕш çарне кĕрекен 3-мĕш гварди стрелоксен полкĕнче çапăçнă чăваш каччи. Пĕрремĕш хаяр тытăçăва 1942 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче кĕнĕ. Станковой пулеметпа персе, вуншар фашиста тĕп тунă.
Тăшман вăйлă та хаяр пулнă, пысăк çухатусене пăхмасăр малаллах талпăннă. Петр Яковлев хĕрлĕармеец хăйĕн пулемечĕпе пĕр чарăнмасăр персе тăнă.
Анчах тăшман снарячĕн ванчăкĕ ăна пуçран йывăр амантнă. Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминскри госпитальте сывалнă хыççăн - каллех фронта. Хальхинче Петр Яковлев ПТР пăшалпа тăшман танкĕсемпе кĕрешнĕ. Пĕр хаяр çапăçура каллех аманать. Сывалса çапăçăва кĕрет кăна - виççĕмĕш суран.
Юман пек çирĕп вăй-халлă чăваш каччи хальхинче те строя тăма пултарать. 620-мĕш стрелоксен полкĕнчи 164-мĕш стрелоксен дивизийĕн йышĕнче автоматчик пулса çапăçнă.
1943 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче, разведкăна кайсан, тăваттăмĕш хут аманнă Яковлев. Петр Иванович тăшман гранатин ванчăкне мĕн виличченех хăйĕн ỹтĕнче упранă.
Госпитальтен тухсан, 1943 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче, П.Яковлева артиллери полкĕн чи пысăк колибрлă пулеметне шанса панă.
1943 çулхи декабрьте Петр Ивановича татах йывăр амантаççĕ. Хальхинче - мăйĕнчен. Пулать вĕт тĕлĕнтермĕш: снаряд ванчăкĕ пуçри каскăна шăтарнă, анчах суранĕ вилмеллех пулман. Çамрăк салтак пиллĕкмĕш хут чĕрĕ юлнă.
Салтак сукмакĕ Петр Яковлева таçта та илсе çитернĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче империалистла Японие хирĕç пынă çапăçăва та хутшăннă вăл.
Фронтри паттăрлăхшăн Тăван çĕршыв Петр Яковлева I степень Аслă вăрçă тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паттăрла ĕçсемшĕн» тата ытти медальсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн П.Яковлев заочно вĕренсе учительсем хатĕрлекен институт пĕтернĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта истори предметне вĕрентрĕ. Вăй-халĕ пур чухне Госстрахăн штатра тăман агентĕнче те ĕçлерĕ.
Петр Иванович урама тухсанах, ăна ачасем хупăрласа илетчĕç, ветеран пирĕн салтаксемпе офицерсен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен чуна хумхантармалла каласа паратчĕ.
Фронтовик 1997 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.