Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фронтовик, учитель, краевед

ЫРАН Аслă Çĕнтерỹ 73 çул тултарнине уявлатпăр. Çĕнтерĕве туптакансем вара çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Пурĕ те улттăн кăна вĕсем Шăмăршă районĕнче. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине районтан пилĕк пин ытла салтак хутшăннă пулсан (çав шутра 49 хĕр), 2330-шĕ çапăçу хирĕнчен каялла таврăнайман...

Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илме телей пỹрнĕ фронтовиксен хушшинче - Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Александр Иванович Гармонщиков.

А. Гармонщиков 1924 çулта сентябрĕн 1-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче çуралса ỹснĕ. 1942 çулта, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, çара илеççĕ - тỹрех Тюменьти пехота училищине вĕренме яраççĕ. Унта çулталăк вĕреннĕ хыççăн 18 çулхи сержанта 195-мĕш стрелоксен гварди полкĕн 5-мĕш пехота отделени командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак самантран пуçласа вăл Тăван çĕршыва фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрỹ çапăçусене хутшăнать.

Курск пĕккинче иртнĕ хаяр тытăçусем отделени командирĕн пурнăçĕнче уйрăмах асра юлнă. Вăйлă хĕç-пăшалланнă гитлеровецсен атакисене икĕ уйăха яхăн сирсе тăрса, пирĕн çарсем контрнаступление çĕкленеççĕ. Йывăр çапăçусем çухатусăр пулман. 1943 çулхи августăн 15-мĕшĕнче А.Гармонщикова та йывăр амантаççĕ. Çур çул госпитальте сипленнĕ хыççăн Александр Иванович каллех строя тăрать, Ленинград фрончĕпе тăшмана малалла, анăçалла хăваласа каять. Карели çывăхĕнче финсене хирĕç пыракан çапăçусене те хутшăннă. 1944 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче ăна каллех йывăр амантаççĕ. Хальхинче вара, суранĕсем тỹрленменнине кура, виçĕ уйăхран киле яраççĕ.

Çапла вăрçăра сусăрланнă сержант 1944 çулхи октябрьте, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçласа, киле таврăннă. Паттăр салтакăн кăкăрне Тăван çĕршыв вăрçин 1 степень орденĕ тата «Çапăçура палăрнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем илемлетеççĕ.

Вĕрентỹ ĕçне кăмăллани çивĕч ăс-тăнлă фронтовика Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне илсе çитернĕ. 1950 çулта, аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн, ăна Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унта тỹрех директор тивĕçне шанса параççĕ.

Шăмăршă районĕнче вăрçă ветеранĕ педагогика ĕçĕнче те палăрнă. Вăтăр çул вăтам шкул директорĕнче пысăк яваплăхпа ĕçлесе нумай-нумай ырă ĕç тунă. Пуçарулăх, вĕрентỹ ĕçне тĕрĕс йĕркелени, шкул ачисене аталанма тивĕçлĕ условисем туса парасси - хастар директорăн тĕп кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Вăл краевед та - А.Гармонщиков йĕркелесе янă шкул музейĕ халĕ те районта экспонатсемпе чи пуян музейсенчен пĕри. Унсăр пуçне тата историк-учитель Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕ - «Бичурга-Баишево. Очерки из истории села...» кĕнеке.

Педагогика ĕçĕнче тỹрĕ кăмăлпа нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна «РСФСР халăх çутĕç отличникĕ» паллăпа, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», «Чăваш халăх академикĕ» хисеплĕ ятсемпе чысланă. Сăмах май, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта халĕ унăн хĕрĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г.А.Петрова - пĕр улшăнми 42 çул ачасене математика вĕрентет.
Çĕнтерỹ ячĕпе Сире, хисеплĕ Александр Иванович!  



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 мая 2018
09:33
Поделиться