Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи кирли - чирлисене пахалăхлă пулăшу парасси

ИРТНĔ эрнекун Шăмăршă районĕнче тĕп хулари медицина учрежденийĕсенче ĕçлекен специалистсем пулчĕç. Вĕсем медицина ĕçченĕсемпе тата халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса сывлăха сыхлас енĕпе уçă калаçу ирттерчĕç, ЧР Сывлăх сыхлавĕн «Пациентшăн» («Во имя пациента») проектчĕн районти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Тухтăрсен йышлă ушкăнне ертсе пыраканĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева.

Уçă калаçу пуçланас умĕн пухăннисен умĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн Медицина профилактикин тата сиплев физкультурин центрĕн врачĕ Лариса Агеева çыннăн вăрăм ĕмĕрлĕ пурăнасси мĕнрен килни çинчен каласа пачĕ. Кунта пурнăç йĕрки - 50 процент, йăхран йăха куçса пыракан чирсем (наследственность) - 20 процент, çут çанталăк условийĕсем - 20 процент тата сывлăх сыхлавĕ - 10 процент витĕм кỹни пирки ĕненмелле, цифрăсемпе çирĕплетсе каларĕ. Тĕрĕс апатланни те, кирлĕ чухлĕ хусканусем туни те, врач сĕнĕвĕсене пурнăçласа пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эрех-сăрапа иртĕхни, пирус туртни, паллах, сывлăха хавшатать.

Светлана Ивановна Шăмăршă районĕнче пурăнакансен сывлăх кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмлетỹ турĕ. Хăшпĕр цифрăсем пурне те тĕлĕнтереççĕ те, пăшăрхантараççĕ те: республикăри вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, районта онкологипе чирлесси те пысăкрах, юнри сахăр тата холестерин шайĕ те чылай çỹллĕрех. Волонтерсем тĕпченĕ ушкăнра 42 çынран пĕри те çирĕп сывлăхлă пулман.

Çакна шута илсе, Светлана Ананьева «Во имя пациента» проект кăтартăвĕсене кашни сиплев учрежденийĕнчех пăхса тухса пĕтĕмлетỹ тума, сывлăха лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлеме кирли çинчен çирĕппĕн каларĕ.

Правительствăра, уйрăмах юлашки çулсенче, медицина аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакă тăван районта та палăрать. Медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ, çĕнĕ ФАП çурчĕсем уçаççĕ. Пациентсене лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Хамăрăн та сывлăха упрас енĕпе активлăрах пулмалла. Çак шухăша Лариса Агеева врач-диетолог кăна мар, кашнинех асра тытмалла. Пирĕн хушăра пирус туртакансем те, ытлашши виçеллисем те, эрех-сăрапа иртĕхекенсем те сахал мар вĕт-ха? Физкультурăпа туслисем вара çамрăксем хушшинче те çулсерен сахалланса пыраççĕ, чылайăшĕ пушă вăхăта сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче ларса ирттерет.

Малалла республикăран килнĕ тухтăрсемпе районта пурăнакансен тĕл пулăвĕ «ыйту-хурав» майлă иртрĕ. Залра ларакансенчен кашнийĕ хăйне интереслентерекен ыйтупа уççăн калаçрĕ, тулли хурав илчĕ. Çынсене пăшăрхантаракан самантсем: эмел хакĕ, тỹлевлĕ медицина пулăшăвĕ, районта специалистсем çитменни тата ытти те. Республикăри сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсем те, районти больницăн тĕп врачĕ И.Смирнова та çак ыйтусене татса парассишĕн тăрăшма шантарчĕç.

Г.ИВАНОВА. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2018
13:31
Поделиться