Хире тухма вăй пур-и?
ХĂЙСЕН канăçсăр ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем - фермерсем - иртнĕ эрнере çураки умĕнхи семинар-канашлăва пуçтарăнчĕç. Хресченсен тĕп пухăвĕ-вĕренĕвĕ Васанти И.Быков фермер хуçалăхĕнче иртрĕ. Çак хуçалăха малта пыракан опыта, агротехникăна вĕрентекен хăйне евĕр шкул тесен те юрать. Кунта çĕр ĕçĕпе выльăх- чĕрлĕх отраслĕсем лайăх аталаннă.
Игорь Быков фермер каланă тăрăх, вĕсем 1160 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи нумай çул хушши акăнмасăр выртакан 120 гектар çĕре те тарăн сухаласа хăварнă. Хĕвелçаврăнăш йышăннă хирсĕр пуçне, пур лап- тăк çинче те кĕрхи çĕртме сухи тунă. Хуçалăхра кĕрхи тулă 200 гектар йышăнать. Калчасене вырăнĕвырăнĕпе тĕрĕслесе пăхни вĕсем лайăх хĕл каçнине кăтартнă. Çурхи шыв-шурпа тата сивĕпе сиенленменсен, тухăç кăçал та савăнтармалла.
Çурхи тулă 210 гектар, урпа - 320, сĕлĕ - 60 гектар акма палăртнă. Нумай çул ỹсекен курăксем 128 гектар йышăнаççĕ.
Ака-суха ĕçĕсене 9 трактор хутшăнĕ. «Хурçă утсем» те, кăкарса ĕçлемелли техника та хире тухма хатĕр.
Хура тăпра анне кăкăрĕ евĕр пулсан та, ăна тутлăхлă япаласемпе пуянлатмасан, вăл хавшать. 45 гектар çĕр çине çĕрнĕ тислĕк тăкса кĕркунне тарăн сухаласа хăварнă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран, çĕре çапла çĕнетсе-пуянлатса пыраççĕ.
Минерал удобренийĕ те нумай туянаççĕ. Республикăри Апат-çимĕç фончĕ урлă тата Ульяновск облаçĕнчи партнерсенчен 50 тонна кăткăс удобрени (нитроаммофоска) туянма килĕшỹ тунă. Пĕтĕмпе «çĕр çăкăрне» 120 тонна турттарса килĕç. Çунтармалли- сĕрмелли материалсем 45 тонна кирлĕ пул- сан, солярка кỹме тытăннă ĕнтĕ. Çывăх кунсенче хуçалăх акана пур енчен те хатĕр пуласси пирки шантарчĕ Игорь Быков фер- мер. Ун сăмахне Юрий Старшов управляющи те çирĕплетрĕ, вăрлăхсен пахалăхĕ лайăх пулнине те палăртрĕ. Элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсене анлă çул панине те асăнчĕ. Хуçалăхра выльăх апатне çулталăк çурăлăх хатĕрлени те ырă тĕслĕх. Сăмахран, утăпа сенаж çитес хĕл валли те çитмелле, пахалăхĕ те лайăх.
Семинарта Çĕнĕ Тăрăнти Алексей Иванов фермер каласа панине те пурте тимлĕн итлерĕç, ăна ăмсанакансем те пулмарĕç мар. Тĕрĕссипе каласан, ăмсанмалли те пурах: фермер юлашки çулсенче кăна ют çĕршывсенче туса кăларнă Джон дир тата Дойц Фар тракторсем тата кăкарса ĕçлемелли çĕнĕ йышши техника туяннă. Алексей Владимирович 180 гектар çĕрпе усă курать. Фермер 500 гектар çĕр илме те хатĕр, анчах та пушă лаптăксем çукки ал-урана «çыхса» лартнă.
Районти ытти фермерсем çĕнĕ техника туянма укçа çук тесе тăраççĕ пулсан, Иванов Дойц Фар трактора 200 тонна тулă сутса илни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ техника ыйтăвĕ вара районта çивĕч тăрать: фермерсем юлашки вунă çул хушшинче пурĕ те 5 çĕнĕ трактор çеç туянма пултарнă. Вунă çултан та «ватăрах» тракторсенчен ăçтан-ха тухăçлă ĕç кĕтĕн?
Алексей Иванов выльăх-чĕрлĕх нумай усрать, çавна май пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтерет. Фермер 50 тонна викăпа сĕлĕ вăрлăхĕ сутлăх пурри çинчен те пĕлтерчĕ. Нумайрах туянсан, килограмне 12-13 тенкĕпе, сахалрах илсен 15 тенкĕпе парать. Вăрлăха михĕсене тултарсах хунă иккен, пахалăхĕ пирки те иккĕленмелле мар. Районти тĕрлĕ ял çыннисем Çĕнĕ Тăрăнти Алексей Иванов фермер патне хуть те хăçан та пыма пултараççĕ.
Семинарта тăпра кăпкалатмалли тата ял хуçалăх культурисем акмалли техникăпа тĕплĕн паллашма май пулчĕ, çĕр çинче агро- техника ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлесен çеç пысăк тухăç илме пул- нине пурте ăнланчĕç пулĕ.
«Мĕн акатăн, çавă шăтать», - тесе тĕрĕс калаççĕ çав ваттисем, - чунне уçса сăмахларĕ манпа Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин фермер. - Çĕнĕ сортсемпе ĕçлемелле пирĕн, наука çитĕнĕвĕсене çине тăрса алла илмелле.
Чи кирли - тăпрана кăпкалатмалли меслетсене пĕлесси. Эпир çултан-çул çурхи культурăсем акмалли çĕрсем çинче кĕрхи çĕртме тăваймастпăр. Е кая юлса сухалатпăр. Сухалакан сие пĕрре те тарăнлатмастпăр. Çакă вăл тырпул тухăçне ỹстермелли шанчăклă резерв-çке-ха. Тарăн сухаланă çĕрте тăпра та нỹрĕк нумайрах тытать. Çакă уй-хире çумкурăк пусса илессинчен те хăтарать. Чи малтан, хăйăрлă-тăмлă тăпран сухалакан сийне тарăнлатмалла».
Паллах, вăйлă тырă пуласси агротехникăран та, тăпраран та, удобренирен те, техникăран та, вăрлăхран та, çынсенчен те килет. Çакна палăртрĕ семинарта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. Ял хуçалăхне малалла аталантарма чи малтан уй-хир тухăçне ỹстермелле - тырпул, выльăх апачĕ ытларах туса илмелле. Тырă хакĕ йỹнĕ пулнипе, унпа фермăра усă курсан тупăшлăрах, е, урăхла каласан, тырра выльăх организмĕ витĕр кăларса сĕт тата аш-какай нумайрах туса илме тăрăшмалла.
Владимир Васильевич юлашки çулсенче районта çĕр улми çине сахал тимлĕх уйăрнине те хытă сивлерĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» - пирĕн тăрăхри чи тупăшлă культура. Акă, Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер паян Саратов облаçĕнчен килнисене килограмне 16-шар тенкĕпе çĕрулми сутнă. Общепит та «иккĕмĕш çăкăра» туянать, килограмшăн 13-шер тенкĕ тỹлени те лайăх укçа. Çуркунне кашни ĕçе чи лайăх вăхăтра туса хăварма тăрăшмалла. Ĕç пахалăхĕ чи малти вырăнта тăмалла. Механизатор кадрĕсен ыйтăвĕ çивĕч тăнă май, паян-ыранах çынсемпе тĕл пулса килĕшỹ йĕркелемелле, ĕçшĕн лайăх тỹлесен тивĕçлĕ канăва кайнисем те, çамрăксем те хире тухма хирĕç пулас çук».
Семинарăн малаллахи пайĕ Васанти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Çĕр ĕçченĕсем умĕнче ял хуçалăх специалисчĕсемпе республикăри тĕрлĕ организацисемпе ведомствăсен представителĕсем тухса калаçрĕç.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин пухăннисене умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшỹ тăрăх кăçал районти çĕр ĕçченĕсен 18,5 пин тонна тырă (гектартан вăтамран 20-шер центнер), 10 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ (300 центнер), 3 пин тонна çĕр улми (175 центнер), 300 тонна пахча-çимĕç (200 центнер) туса илмелле. Çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕрлĕ модификациллĕ 86 трактор хутшăнать пулсан, халлĕхе пиллĕкĕшĕ хуçасăр-ха. Вадим Петрович пурне те пысăк тупăшлă культурăсене, сăмахран, хуратула, ытларах акса тума чĕнсе каларĕ. Хальхи вăхăтра хуратул хакĕ тулăран икĕ хут пысăкрах. Кашни хуçалăхрах 50 гектартан кая мар хуратул аксан аванах укçа ĕçлесе тума пулать.
Çĕр улми нумайрах çитĕнтерни те ал-урана çавăрса яма пулăшĕ. Фуражлăх тырă çеç туса илнипе эпир укçаллă пулаймăпăр. Çу паракан культурăсем – рапс тата горчица - çитĕнтерни те пысăк тупăш парать. Паллах, вĕсене типĕтме сушилка кирлĕ пулать. Çав вăхăтрах хĕвелçаврăнăшне пысăк лаптăксенче туса илни пирĕн тăрăхра вырăнлах мар. Çакна пĕлтĕрхи кăткăс лару-тăру та çирĕплетет. Хĕвелçаврăнăш тупăш парас вырăнне тăкак кăна кỹни пăшăрхантарать.
Çур акине ирттерме халлĕхе 120 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем (85 процент), 348 тонна минерал удобренийĕ (65 процент) хатĕрленĕ, пысăк репродукциллĕ 55 тонна вăрлăх туяннă. Юлнă вăхăтпа усă курса, мĕн çитменнине тупма-туянма тăрăшмалла.
Кĕркунне сухаласа хăварманнипе, 5190 гектар çĕре (акăнакан мĕнпур лаптăкăн 45 проценчĕ) çуркунне сухаласа-кăпкалатса акма тивет. Сăнанă тăрăх, çуркунне БДМ-па çиелтен çеç çемçетсе акнă хирсенче тырпул тухăçĕ чылай пĕчĕкрех. Çавăнпа та кăçал кĕрхи çĕртме сухи тăвасси çине чи пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Çĕре улталама çук, ăна мĕнле пăхатăн - тухăçне те çавăн чухлĕ парать. Районти фермер хуçалăхĕсенче çĕр пулăхлăхĕ çултан-çулах чакса пыни, тырпул тухăçĕ кĕтнĕ чухлĕ пулайманнишĕн çанталăка кăна айăпламалли марри çинчен те хĕрỹ калаçу пычĕ семинарта. «Пирĕн пурин те тăван çĕршĕн чунтан тăрăшмалла. Эпир пурте - çĕр-анне ачисем. Сирĕн йышăрта çĕннине шыракан, ĕç çине çав тери тимлĕ пăхакан çынсем нумай, - терĕ семинара вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. - Ман шутпа, çĕр хуçин пуçаруллă, тимлĕ пулмалла, ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса тăмалла, çĕрпе, удобренисемпе, техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курмалла, ял хуçалăх наукин çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне хăюллăн ĕçе кĕртмелле, çĕрĕç культурине пĕрмай ỹстерсе пымалла».
Çĕр ĕçченĕсем Васанти халăх краеведени музейĕнче пулса курни те кăмăла çĕклерĕ, нумайăшĕ музее çемйипех килме шухăш пурри çинчен те пĕлтерчĕç.
Ив. САЛАНДАЕВ.