Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăратлă выльăх – тупăшлă

РАЙОНТА ял хуçалăх предприятийĕ - 6, хресчен(фермер) хуçалăхĕ - 57, кил хуçалăхĕ - 6572. Пĕлтĕр ял хуçалăх культурисен пĕтĕм лаптăкĕ 17,7 пин гектар шутланнă.

- Пурĕ тĕш тырă 25,4 пин тонна – 2016 çулхинчен 39,9 процент нумайрах - пухса кĕртрĕмĕр, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи О.Алексеев. - Кашни гектартан вăл 26,6 центнер тухрĕ (2016 çулта - 19,3). Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче çĕр улми - 19,6 пин, пахча çимĕç 2,9 пин тонна пуçтарса илтĕмĕр.

2018 çул пуçламăшĕ тĕлне хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх – 6197, çав шутра ĕне - 2517, сысна 2851 пуç шута илнĕ. Выльăхран продукци илмелли планпа килĕшỹллĕн, кăçал мăйракаллă шултра выльăха - 366, килес çул 307 пуç хушасшăн. Ĕне кĕтĕвне пысăклатас, продуктивлăха ỹстерес тĕллевпе иртнĕ çул ăратлă 165 пуç пушмак пăру туяннă. Çак кунсенче Кузнецов хресчен(фермер) хуçалăхĕн ĕне ферми ăратлă хура-ула пушмак пăрусемпе пуянланчĕ. Вĕсене Чăваш Республикин районĕсенчен кỹрсе килнĕ. Халĕ асăннă хуçалăхра 62 пуç шултра мăйракаллă выльăх шутланать, çав шутра - 32 ĕне. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 марта 2018
12:36
Поделиться