Музейри уяв
ПИРĔН çĕршывра февралĕн 23-мĕш кунне анлă паллă тăваççĕ. Çĕршыва сыхлакансене чысласа шкулта, ял тăрăхĕнче уяв мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Акă, çак кун Васанти историпе краеведени халăх музейĕнче «Пирĕн çар вăйлă та тĕреклĕ» ятпа Тăван çĕршыва сыхлакансене тата Хĕрлĕ Çар йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа уяв каçĕ иртрĕ. Уява пухăннисене - шкул ачисене, ял халăхне, районтан тата тĕп хуларан килнĕ хăнасене - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков тата Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин ăшшăн саламларĕç. Çавăн пекех районти воин-интернационалистсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Г.Ельцов, Хăюлăх орден кавалерĕ Г.Семенов, Германире службăра тăнă ветерансен председателĕ В.Ястребов, запасри полковник О.Чурбанов, Ярăслав ялĕнче çуралса ỹснĕ, Чăваш Республикин «Гром» ятарлă уйрăм ертỹçи А.Петров тухса калаçрĕç, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси яланах чыслă пулнине палăртрĕç.
Пухăннисене Шăмăршăри вăтам шкулта кадет класĕнче тата Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те çар юррисемпе саламларĕç. А.Ефимова, А.Урмаев, А.Архипова патриот темипе çыхăннă сăвăсене питĕ ăста вуларĕç. Шупашкартан килнĕ йĕкĕтсен ташши те (руководителĕ А.Петров), хĕрарăмсен квартечĕ шăрантарнă юрă та уява илемлетрĕç.
Васан ял тăрăхĕн специалисчĕсем - О.Егорова, О.Кудряшова - компьютер технологийĕпе хатĕрленĕ презентаци урлă Раççей çарĕн 100 çулхи мухтавлă çулĕ çинчен каласа кăтартрĕç.
Уяв каçĕ пурне те кăмăла кайрĕ, Тăван çĕршыва сыхлас ĕçĕн пĕлтерĕшне татах та çирĕплетрĕ.
Г.ЛАРШНИКОВ,
Кивĕ Шăмăршă ялĕ.