Чăваш сĕчĕ усăллă та шанчăклă пултăр!
Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ сахал мар калаçтарать. Сăлтавсăр мар çав. Акă, пĕлтĕр Чăваш Енре апат-çимĕç пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ енĕпе ирттернĕ патшалăх мониторингĕн кăтартăвĕсене илер. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн инспекторĕсем 2017 çулта илнĕ 112 пробăран 30-шĕ пахалăхсăр пулнине лабораторире çирĕплетнĕ. Сĕт продукцийĕн 13,4 проценчĕ - фальсификат.
Юлашки çулсенче пробăсенче пыршăлăх палочкисем (мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) нормăран ытла пулни сахал мар палăрчĕ. 2017 çулта - 14 тĕслĕх. Пыршăлăх палочкисем ытлашши пулни вара вархырăмшăн япăх. Уйрăмах пĕчĕк ачасем, хавшак сывлăхлă тата аслă çулти çынсем шар курма пултараççĕ.
Акă Элĕк районĕнчи сĕт йышăнакан пĕр обществăрах юрăхсăр - 7 проба. Кунта Етĕрне, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи ялсенче пуçтарнă сĕте йышăнаççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ кун общество 5 усламçăран сĕт туяннă. Кашнин тенĕ пек сĕчĕ иккĕленỹ çуратнă. Ара, пĕрин кăна сĕт хăрушсăр пул- нине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсем пулнă. Ыттисен вара... Пурин сĕтне те ятарласа тĕпченĕ те - çỹлерех асăннă микроорганизмсем ытлашшипех иккен. Пĕр усламçăн вара харăсах 3 машинăри сĕчĕ йĕркеллĕ мар пулни çиеле тухнă.
Елчĕк районĕнче те çапларах лару-тăру куç умне тухса тăнă темелле. Сĕте пастеризацилекен пĕр предприятие илсе килекенсенчен 7 проба илнĕ. 6-шĕ – юрăхсăр. Специалистсем каланă тăрăх, пыршăлăх палочкийĕсем виçерен пысăкрах пулнин сăлтавĕ ĕне сумалли хатĕре япăх çунипе çыхăнма пултарнă е фермăсенче ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнмаççĕ.
Улатăр районĕнчи пĕр хуçалăх сĕчĕ те шанчăксăррине çирĕплетеççĕ лабораторире.
Услам çăва, çавăн пекех тăпăрча, сыра ỹсен-тăран çăвĕпе хутăштарни те сахал мар тĕл пулать. Фитостеринсем хушнă услам çу ытларах Мускав облаçĕнчи обществăсен продукцийĕнче палăрнă, суя тăпăрчă - Рязань тата Чулхула облаçĕ- сенчи предприятисен, фальси- фикат сыр – Брянск, Чĕмпĕр тата Чулхула облаçĕсен, Питĕр хулин обществисен пулнă. Пĕтĕмпе 15 проба ку енпе «палăрнă».
Чăваш Республикин производителĕсен тĕлĕшĕпе лаборатори тĕрĕслевне вăйлатнă. Мĕне пĕлтерет çакă? 3 уйăх хушшинче продукцирен 10 проба илсе тепĕр хутчен тĕпчевсем ирттернĕ.
Йĕркене пăснă предприятисен тĕлĕшпе декларацийĕсене чарса лартасси пирки 14 предписани çырнă инспекторсем.
Н.Васильева - Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.