Чĕлхемĕр шăпи - хамăр алăра!
«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Халăхăмăра хут вĕрентессишĕн 1840 çултах Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçнăскер, тăван чĕлхепе çырма вуламашкăн чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата çыравçăсен хайлавĕсене пухса «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» сборника кăларма пултарнă. Хăй вăхăтĕнче çак ĕçе туни Х.Колумб Америкăна уçнипе танах пулнăтăр, мĕншĕн тесен чăваш халăхĕн çутлăхĕ, культури, ун хыççăн - экономики аталанасси веçех çырулăхран пуçланса кайнă. Чăваш халăхне наци пек упраса хăварасси шăпах Иван Яковлевичран килнĕ теме пулать.
Шел, 2018 - çула ярса пуснă май (Çĕнĕ çул И.Я.Яковлев çулĕ-çке Чăваш Республикишĕн!) чăваш патриархĕн пире ĕмĕрлĕх хăварнă еткерĕ - тăван чĕлхе - шăпи канăçсăрлантарать. Ĕмĕрсем хушши миçе асап витĕр тухман-ши, мĕн чухлĕ мăшкăл тỹсмен-ши чĕлхемĕр?!. И.Я.Яковлев вуншар-вуншар чĕлхеçĕ-тĕпчевçĕ, политик ертỹçĕ çине тăнипе паянхи кунччен аталанса патшалăх чĕлхин статусне те çĕнсе илчĕ чĕлхемĕр. 2017 çулта вара «çỹлтисем» пĕр шелсĕр чĕлхе политикин асар-писерне кăларчĕç. Имĕш, Пушкăртстанра пусахласах ытти халăх ачисене пушкăртла вĕрентеççĕ.
Раççей Президенчĕ патне çитнĕ жалоба çĕр-шыври кашни республикăрах пăтăрмах туса хучĕ. Çĕршывăмăр ертỹçи «тăван чĕлхе» предмета епле вĕрентнине тĕрĕслеме хушсан Чăваш енри Прокуратура ĕçченĕсем 120 пин ашшĕ-амăшĕнчен ыйту çыртарчĕ. Унта ачашăн тăван чĕлхе - чăваш (кунта пурăнакан халăх чĕлхи) е вырăс чĕлхи иккенне палăртрĕç. Икĕ чĕлхепе калаçакан çемьесемшĕн ку чăннипех те йывăр суйлав пулчĕ. Пытарма кирлĕ мар, вырăс чĕлхипе ППЭ, ППА тытмалла тесе тăван чĕлхе вырăнне ашшĕ-амăш чĕлхине мар, аслă вырăс чĕлхине суйласа илнисем те нумаййăн пулчĕç. Паллах, «пурнăçпа тан утакансем» тăван чĕлхе (чăваш, тутар, ирçе) «кирлĕмарлăхне» те систерчĕç. Çакă, тĕрĕссипе, тăван чĕлхерен пăрăнни çеç мар, хăй халăхĕнчен уйрăлни те.
Чăваш Республикинче 67 процент чăваш. Çемьесенче икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - пĕр пекех ирĕклĕ калаçаççĕ. Хальччен патшалăх чĕлхисене вĕренни, вĕсемпе хутшăнни никама та ура хуман. Пачах урăхла, кỹршĕллĕ пурăнакан наци çыннисене хисеплеме, вĕсен йăли-йĕркине пĕлме-хаклама, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма çеç пулăшнă.
Хальхи лару-тăру вара тĕрлĕ халăха пĕр-пĕринчен пистересси куç кĕрет.
Çак кунсенче шкул ачисен ашшĕ-амăшĕн тепĕр татăклă йышăну тума тиврĕ. ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политики министерстви хушăвĕпе вĕсен 1-9 классене вĕрентме уйăрнă 1 чăваш чĕлхи (тутар чĕлхи) шутĕнчен 1 сехете хăш предмет валли уйăрмаллине палăртрĕç. Е тăван чĕлхе валлиех (чăваш е тутар) хăвармалла ăна е «патшалăх чĕлхи» (малтан ăна «чăваш сăмахĕ» теттĕмĕр) предмета вĕрентме суйламалла пулчĕ. Шел пулин те, ку йышăну енĕпе хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ йăнăшрĕ. Çỹлерех асăннă йышăнăва класĕпех турĕç. Тăван чĕлхене вĕрентме уйăрнă сехетсен хисепĕнчен пĕр урокĕ патшалăх чĕлхине вĕрентме кайрĕ. Апла пулсан чăн чăваш ачин тăван чĕлхене вырăс чĕлхи урлă та вĕренмелле пулса тухать. Кулăшла та, йĕмелле те!
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн тăван чĕлхе политикине сирĕн каллех хутшăнмалла пулĕ. Асаттемĕрсен чĕлхи шăпине сирĕн, ашшĕ-амăшĕн, тĕрĕс татса памалла пултăрччĕ.
РФ патшалăх вĕрентỹ стандартне «тăван чĕлхе» предмет ахаль те пăрăнми вĕренмелли предметсен шутне кĕрет. Ăна ахаль те суйласа илнĕ. Унран пăрăнни вара хамăр халăхăмăртан ютшăнни патне илсе çитерет, мĕншĕн тесен чĕлхе пĕтсен наци пĕтет.
Çавăнпа та çине тăрсах ыйтатпăр: хăш предмета суйламалла вĕрентмешкĕн - тăван чĕлхене-и е патшалăх чĕлхине - малашне тĕрĕс йышăну тăвар. Çỹлтен пусахлани хыççăн кайни мар, чун-чĕре ыйтни кирлĕ кунта. Эсир халь ĕмĕрсем хушши упранса хамăр пата çитнĕ чĕлхемĕр тата халăхăмăр шăпине татса паратăр. Енчен те тĕрĕс мар йышăну турăр пулсан (ĕмĕр тỹрлетейми йăнăш ку!) килес ăрусем пире каçармĕç. И.Я.Яковлев çапла каланă: «Вырăсла пĕлни чăваша питех те кирлĕ. Çапах та вырăс чĕлхи чăвашăн тăван чĕлхе вырăнне мар, унпа юнашар кăна пулмалла». Çакна вăл пурнăç опычĕпе, халăхăмăра çур ĕмĕр çутталла туртнă опытпа, каланă. Хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче» çапла çырнă: «Ху чĕлхỹне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл, аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхỹне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать».
Халалти сăмахсене асра тытса тăрар, атте-анне чĕлхине упраса килес ăрусем валли çитерер!
З.СВЕКЛОВА, районти чăваш чĕлхипе литера-тури вĕрентекенĕсен ячĕпе - чăваш чĕлхеçисен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.