Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тутарпа чăваш - ĕмĕр хурăнташ

«ВĂРМАН уçланки тĕрлĕ тĕслĕ чечекпе, çĕршыв тĕрлĕ наци çыннисемпе илемлĕ», - тенĕ тутар халăхĕн чаплă ывăлĕ, пирĕн районпа кỹршĕллĕ Тутар Тĕкки ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ Заки Нури писатель.

«Эс - чăваш, эпĕ - тутар,

Пурнăçра пĕрле утар.

Сан - карттус, ман - тỹпеттей,

Эп - Заки, эсĕ - Сергей», - çапла кăмăллăн шỹтлесе çырнă Заки Нури.

Пирĕн Шăмăршă районĕнче тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Чăвашсемпе тутарсем Палтиел ял тăрăхĕнче уйрăмах нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ районти цен- трализациленĕ клуб тытăмĕ кунта тутар культурин фестивальне ирттерме йышăннă. Çак чаплă уяв ноябрĕн 16-мĕшĕнче Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче пулса иртрĕ, унта кỹршĕсене те - Тутарстанри Çĕпрел районĕпе хамăр республикăри Патăрьел районĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсене - чĕннĕччĕ.

Уяв тĕлне Культура çуртĕнче тутар литературипе ал ĕç ăсталăхĕн япалисен выставкине йĕркеленĕ. Кунтах тутар нацийĕн хитре тумĕсемпе те паллашма пулать.

Юрă хыççăн юрă юхрĕ, ташă хыççăн ташă ылмашăнчĕ. Маттур йĕкĕтсемпе чипер пикесем тутар ташшине ташланине пăхса тăрса чăвашсем те вăйă картине тăчĕç. Пуçланчĕ вара туслăх концерчĕ!

Тутар культурин фестивальне килнĕ кашни çыннах чун-чĕререн тав тăватпăр. Пирĕн туслăх çирĕпленсех пытăрччĕ!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 ноября 2017
08:23
Поделиться