Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кивĕ комбайн ан салантăр пайăн-пайăн

РАЙОНТИ хуçалăхсенче техника кивелсе çитни çинчен нумай калаçатпăр. Уйрăмах фермерсем терт кураççĕ: хăлтăр-халтăр комбайна е ытти машинăна тем чухлĕ юсасан та çĕмĕрĕлет-çĕмĕрĕлетех. 2014 çултанпа çĕнĕ тракторпа комбайн никам та туянайман. Чăнах та, хакĕсем те пысăк ĕнтĕ. Кивĕрех Дон-1500 комбайншăн та 1 миллион та 500 пин тенкĕ е ытларах та ыйтаççĕ. Çĕнни пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать: Дон-1500 Б комбайншăн 3 миллион та 500 пин тенкĕ тỹлемелле. 

Кивелсе çитнĕ СК-5 «Нива» комбайнсем, патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Владимир Матвеев каланă тăрăх, килсĕр-çуртсăр «бомжсем» пекех: вĕсен нимĕнле документ та çук, миçе çултине те пĕлейместĕн. Апла пулин те çак хăлтăр-халтăр техникăпа тырпула пуçтарса кĕртме шутлатпăр. 

Йĕрке тăрăх, комбайнсене хире тухма ирĕк (допуск) памалла. Кабинăра пушар сỹнтермелли хатĕрсем ( икĕ кĕреçе, икĕ шăпăр, хăйăр тултарнă михĕ, икĕ огнетушитель), медицина аптечки пулмалла. Çутă приборĕпе сигнал лампочки, сасă сигналĕ лайăх ĕçлемелле. 

Паллах, техника пур енчен те юсавлă пулмасан ăна хире кăларма юрамасть. Пирĕн хăш-пĕр фермерсем вара комбайнпа пĕр каçалăк тухнă-тухманах запас пайсем шыраççĕ. Çапла вунă кунта пухса кĕртмелли тырпула пĕр уйăх вырса çапаççĕ. Кунта ăçтан çухату ан пултăр ĕнтĕ? 

Фермерсем техника хăрушсăрлăхĕн правилисене те лайăх пĕлеççĕ темелле мар. Вулама - вăхăт тупаймаççĕ, яланах «пирĕнпе нимĕн те пулмĕ-ха» тесе шутлатпăр. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та-ха, анчах асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. 

Тепĕр çивĕч ыйту - хăшпĕр комбайнерсен техникăпа ĕçлеме нимĕнле документ та çук. Комбайна çỹретме пĕлет-ха, анчах ятарласа вĕренмен çынна техника шанса парса тĕрĕс тăватпăр-и? Енчен те кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан? Республикăра иртнĕ çулсенче уй-хирте комбайн çуннă е çын йывăр аманнă тĕслĕхсем темиçе те пулнă. Комбайна пăлтăр-палтăр йăвантарса ярса та çын вилмеллех аманнă. 

Çавăнпа та вырма ĕçĕсем пуçланиччен комбайнерсене техника хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмеллех, пушар хăрушсăрлăхĕн инструктажне те ирттермелле. 

Кăçалхи вырма ĕçĕсем пысăк йывăрлăхсемпе иртесси халех паллă. Тăпрара нỹрĕк нумаййипе комбайнсем хирте путса ларма та пултарĕç. Чĕрĕ тырра пуçтарса кĕртме те, тасатса типĕтме те кансĕр, тĕлĕ-тĕлĕпе çил-тăвăл алхасса тырпула çĕр çумнех вырттарнă. Çухату сахал мар пулма пултарасси çĕр ĕçченне хытă пăшăрхантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июлĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм кăтартусем пуличченех республика территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру туса хурасси çинчен йышăну кăларнă. 

«Мĕнле йывăр пулсан та, ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртмеллех,- çакăн пек тĕллев лартать пирĕн район администрацийĕ. - Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те хăвăртлатмалла. Ялхуçалăхĕ умне тухса тăнă кăткăс лару-тăрура кашни çын яваплăха çирĕп туйса ĕçлени кирлĕ». 

Йывăрлăхсем умĕнче алла усас марччĕ, кăçалхи пек çăмăл мар ĕççи унччен те пулкаланă. Аслă ăру çыннисем 1978 çулхи çу кунĕсене лайăх астăваççĕ-ха. Çумăрлă çанталăк тăнипе колхозсемпе совхозсем тырă вырма кая юлса пуçăннă. Кĕр тыррисем акма вăрлăх хатĕрлеме те май пулман. 

Район ертỹçисем çине тăнипе тата çирĕп ыйтнипе, çĕр çумне выртман тырра тỹрех вырса çапассине, техникăна талăкĕпех ĕçлеттерессине йĕркеленĕ. Нỹрĕ çĕр çинче комбайнсене хăвăрт çỹретме тата ĕç хăвăртлăхне ỹстерме копнительсен тĕпне антарнă, кустăрмари сывлăш пусăмне чакарнă. 

Çĕр çумне выртнă тырпула, çумкурăк тата каю уйрăмах ỹснĕ вырăнти тырпула, çанталăк мĕнле тăнине пăхмасăр, выртнă тырра пухса кĕртмелли хатĕрсемпе çулса кушăхтарма вырнă. 

Лаптăксене суйласа илсе вырмалли меслетпе анлăн усă курнă, комбайнсемпе автомашинăсем путса ларасран туртма гусеницăллă тракторсем çирĕплетнĕ. 

Йышăннă мерăсене пула, Шăмăршă районĕ тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене сентябрĕн 10-мĕшĕччен, хăмлана - сентябрĕн 15-мĕшĕччен, çĕрулмине, силослăх культурăсене, вăрлăхлăх культурăсене сентябрĕн 20-мĕшĕччен, выльăх кăшманне октябрĕн 1-мĕшĕччен пуçтарса кĕртни çинчен пĕлтернĕ. 

Районĕпе кашни гектартан вăтамран 20,7 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ. Чаткасри «Восход» колхоз гектартан 27,2 центнер тырă пухса илнĕ. Пĕрремĕш бригадăра (бригадирĕ В.Антонов) 25 гектар çинчи «сельма» сортлă сĕлĕ гектартан 47,8 центнер тухăç панă. 

Район, патшалăха тырă сутмалли плана тултарайман пулин те, уйрăм культурăсем тăрăх (ыраш, пăрçа тата кĕрпе йышши культурăсем), çавăн пекех хăмла, утă тата витаминлă курăк çăнăхĕ сутассипе парăмра юлман.

1978 çулта пĕтĕм лаптăкăн 70 процентне ытла кĕркунне сухаласа хăварма пултарнă. 

Çакăн пек ĕçленĕ эпир ĕлĕкрех, халĕ те унчченхинчен кая мар ĕçлеме тăрăшмалла. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 августа 2017
14:58
Поделиться