Янăрарĕ ача сассипе пĕрле юлашки шăнкăрав
ЭРНЕКУН районти шкулсенче вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакан 57 каччăпа хĕршĕн тата тăххăрмĕш класс пĕтерекен 161 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ. Юлашки шăнкăрава халаланă линейкăна шкул директорĕ Юрий Федорович Ермолаев уçрĕ. Вăл 9 тата 11 классенче вĕренекенсене патшалăх экзаменĕсене тытма ирĕк панине çирĕплетекен приказпа паллаштарчĕ. Юрий Федорович пурне те çирĕп сывлăх, телей, вĕренỹре ăнăçу сунчĕ.
Выпускниксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, «Химпром» акционер обществин пĕрремĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Чернов, Патăрьел районĕнчи электричество сечĕсен пуçлăхĕ Александр Денисов, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев, учительсем ăшшăн саламларĕç. Анатолий Чернов çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класа килекен ачасене Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕн Павел Семеновăн парнине - шкул ранецĕсене пачĕ.
Юлашки шăнкăрава 11 класра вĕренекен Артем Денисовпа Дария Макарова тата 1 класра пĕлỹ илекен Рома Михайлов шăнкăртаттарчĕç.
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 29 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ теме те пулать. Унсăр пуçне 9-мĕш класс пĕтерекенсем вара 74.
Линейкăна Вера Васильевна Хорькова шкул директорĕ уçрĕ. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Унсăр пуçне тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсене патшалăх экзаменĕсене тытма ирĕк пани çинчен алă пуснă приказпа паллаштарчĕ.
Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков тата «Туслăх» ДЮСШ директорĕ С.Измуков сăмах илчĕç. Вĕсем выпускниксене малашнехи экзаменсене ăнăçлă тытма, пурнăçра хăйсем юратнă профессие суйласа илме сĕнчĕç. Лайăх паллăсемпе вĕренекенсене, тĕрлĕрен конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннисене Грамотăсемпе тата Дипломсемпе чысларĕç.
Кăçалхи выпускниксем юлашки шăнкăрав линейкине хатĕрленмеллипех хатĕрленнĕ. Пуринчен ытла вĕсен хушшинче кадетсем пурри те уява илем кỹчĕ.
Пĕрремĕш учительсен ятĕнчен вунпĕрмĕш классене Ирина Харитоновна Хафизова саламларĕ. Вăл аса илнĕ самантсене илтсен куççуль тухмасăр пулмарĕ. Ашшĕ-амăшĕ те уява лайăх хатĕрленнĕ. Вĕсем юрланă композици те чуна тыткăнларĕ.
Юлашки шăнкăрав янăраттараканнисем Сергей Еремеевпа Настя Ларшникова пулчĕç.
Выпускниксем шкулти йăлана малалла тăсса ятарлă вырăна шăнкăрав та çакса хăварчĕç.
Пурне те çитес экзаменсенче ăнăçу сунатпăр.
Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта та ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ.Шкул умне тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, плакатсемпе ялавсем илем кỹреççĕ. Илемлĕ тумланнă савăк кулăллă ача-пăчан савăнăçлă сассисем тавралăха ян! саланаççĕ. Унта та кунта учи- тельсем ăшталанаççĕ, уяв савăнăçлă та лайăх ирттĕр тесе тăрăшаççĕ. Акă, шкул умне ашшĕ-амăшĕ, ачасен асламăшĕсемпе аслашшĕсем, маларах шкул пĕтернĕ ачасем, ял çыннисем пухăнчĕç... Юлашки шăнкăрав çак кун 12 ачашăн янăрарĕ.
Уява шкул директорĕ Л.Нянин уçрĕ, вĕренекенсене вĕренỹ çулне ăнăçлă пĕтернĕ ятпа чунтан саламларĕ, шкултан вĕренсе тухса каякансене малашнехи вăрăм та тумхахлă пурнăç çулĕ çинче çирĕп утăмсемпе малалла утма ырă сунчĕ. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытма хавхалану та шанчăк пултăр терĕ.
Класс ертỹçин Г.Лукьянован чĕререн тухакан пăлхануллă сăмахĕсем вĕренсе тухса каякансене куççуллентерчĕç. Хăйĕн юратнă ачисене вăл пурнăç çулĕ çинче хăйсен вырăнне тупма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Кашни ачашăн пăшăрханса тăнине палăртрĕ. Тăван шкула, хăйсене ăс панă учительсене манмалла марри çинчен аса илтерчĕ.
Шкул пĕтерекенсем те вĕрентекенсене нумай ăшă сăмах каласа тав турĕç. Пĕрремĕш класс ачисем тăххăрмĕшсене ỹссен вĕсем пекех маттур та лайăх вĕренекен ачасем пулма шантарчĕç.
Юлашкинчен пурне те хумхантаракан, вĕренсе тухакансене çĕнĕ пурнăç çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерекен юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
«Ырă çул сана, вĕренсе пĕтерекен!» текен ырă сăмахсемлĕ тĕрлĕ тĕслĕ шарсем шкул картишне шăнăçаймасăр çỹле-çỹле çĕкленчĕç те инçете-инçете саланчĕç...
Пăчăрлă Пашьел. Тавралăх хитре чечексен ытамĕнче. Шкул картишĕ те паян чечек пахчине аса илтерет. Кунта йĕркеленсе тăнă выпускниксене юлашки шăнкăрав уявĕпе шкул директорĕ Н.Симурзина, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ О.Алексеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин, учительсемпе ашшĕ-амăшĕ чун-чĕререн саламларĕç, экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме ăнăçу сунчĕç.
... Чуна хумхатса юлашки шăнкăрав янăрарĕ, выпускниксем юлашки урока васкарĕç.
А.ЛАРШНИКОВА , Н.ИЛЬИНА, С.СИМУРЗИНА, Н.УГАРИНА.