Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!"

АПРЕЛĔН 16-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявне паллă турĕç. Районти пур чиркỹре те апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕрле 11 сехет тĕлне каçхи кĕлĕсем ирттерме пуçларĕç.

Мăнкун ячĕпе чиркỹ тавра хĕреслĕ çул туса çаврăнчĕç. Кĕлĕ ирччен пычĕ пулин те халăх саланма шутламарĕ. Унта çулланнă çынсем кăна мар, ачасем те хутшăнчĕç.

Çулсерен чиркĕве çỹрекенсен йышĕ ỹссех пырать.

 Çавăн пекех Карапай Шăмăршăри чиркỹри каçхи кĕлле район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов та хутшăнчĕç.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков тата Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Алена Смаева Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹре пулчĕç. Унта кĕлле Шăмăршă районĕн благочиннăйĕ Николай атте ирттерчĕ. Вăл чиркĕве килнĕ çынсене Мăнкун уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, яланах Турă пиллĕхĕпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. 

А.ЛАРШНИКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 апреля 2017
08:09
Поделиться