Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тимĕр сасси ян! каять

КУНРАН кунах ăшăтать, хресчен акана васкать. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи фермерсем халăхра «ир тăракан çерçи тутă пулнă» тесе каланине асра тытаççĕ. Кунта пикенсех ял хуçалăх техникине юсаççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата минерал удобренийĕ хатĕрлеççĕ.

 - Пирĕн çуркунне 80 гектар çинчи кĕрхи тулла тата 90 гектар нумай çул ỹсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантармалла, - каласа парать Олег Хлюкин фермер. – 65 гектар урпа, 236 гектар çурхи тулă, 30 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем акатпăр, нумай çул ỹсекен курăк лаптăкне çĕнететпĕр. Çак ĕçсене пурнăçлама 30 тонна мине- рал удобренийĕпе 15 тонна дизель топливи туянмалла. Çавăн пекех 1 тонна люцерна вăрлăхĕ, 4,5 тонна вика, 8 тонна сĕлĕ туянма килĕшỹ тунă. Апрелĕн 10-мĕшĕччен çуракине пур енчен те хатĕр пулатпăр. 

О.Хлюкин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хĕрсех ĕçпырать. Кама-тăр кĕтнĕ пекех механизаторсем пĕр çĕре пуçтарăнса вăрлăх акакан агрегата юсаççĕ. П.Петьков, В. Сергеев, А.Сидоров, В.Максимов, В.Амосов, В.Стрижов савăнăçлăн шỹтлеççĕ. Пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçса кулаççĕ. Айккинчен пăхсан шутлатăн: «Çакăн пек ĕçченсем пур чухне, çавăн пек ăшă кăмăлпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен нимĕнле йывăр ĕç те йывăр туйăнмасть, çитес çураки те хăратаймĕ». 

Вĕсен çумĕнче, яланхи пекех, пĕрле О. Хлюкина пулăшаканĕ – Виктор Александров. Вăл, сас хăпартмасăр, çынна хисеплесе калаçаканскер, çĕр ĕçченĕсене ерипен малаллахи ĕçсемпе паллаштарать, ертсе пырать. Вăл каласа панă тăрăх, сỹрелемелли, акмалли агрегатсене юсаса пĕтернĕ, хальхи вăхăтра культиватора юсаççĕ, тракторсем патĕнче те пĕчĕк юсав ĕçĕсем пур-ха. Кăçалхи ака ĕçне 5 трактор хутшăнать. Вĕсемпе 51-мĕш çуракине хутшăнакан Николай Давыдов, нумай çул хушши кунта тăрăшакан Валерий Емельянов, вĕсене пулăшаканĕ Сергей Сидоров ĕçлеççĕ. 

Т.Иванова фермер 117 гектар çурхи тулă, 40 гектар нумай çул ỹсекен курăксем, 10 гектар вика акма, 2 гектра çĕрулми лартма палăртать. Вăрлăхсем çителĕклĕ, пурте кондициллĕ. 8 тонна дизель топливи туяннă, 15 тонна минерал удобренийĕ туянма килĕшỹ тунă.

Ивановсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне 52 пуçа çитернĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем – 18 пуç. Куллен предпринимателе 300 литртан кая мар паха сĕт сутаççĕ.

 А.Денисов фермер та çунтармалли-сĕрмелли материалсене çуракине ирттерме çителĕклĕ хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. 3 тонна минерал удобренийĕ кỹрсе килмелле. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн 40 гектар çурхи тулă, 2 гектар урпа, 3 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акмалла, 40 гектар çĕре таса уй валли хăварасшăн. Ялхуçалăх техники йăлтах юсавлă.

Тепĕр фермер та - В. Алексеев - çуракине хатĕрленме кĕркуннех пуçланă. 3 тонна дизель топливи, 6 тонна минерал удобренийĕ туяннă. Агрегатсем акана тухма хатĕр. 99 гектар çурхи тулă, 22 гектар урпа акасшăн, 40 гектар çинчи кĕрхи тулăпа 6 гектар нумай çул хушши ỹсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантарĕç.... 

ĂÇТА пырсан та паян тимĕр сасси ян! кайнине илтетĕн. Çурхи шăв-шав чуна лăпкать, фермерсем пысăк ĕçе чăн-чăн хресчен пек тĕплĕн хатĕрленни, мĕн аксан тупăш ытларах илме май пурри çинчен шутлани кăмăла çĕклет. 

Карапай, Çĕнтăрăн хирĕсем

Шурă юр айĕнчен тухсанах,

Кĕр! те кĕр! кĕрлеççĕ тракторсем,

Фермерсем пуçăнаç акана.

Чăн малтан, акă, Хлюкин тухать,

Хыççăнах Денисов та васкать.

Алексеев тăрăшсах акать,

Иванова трактор хускатать...

Карапай, Çĕнтăрăн çыннисем –

Чăннипех те маттур-çке вĕсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2017
11:29
Поделиться