Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чиртен вăйлăрах пулмалла

НУМАЙ чух шăнса пăсăлнипе аптăракан çын гриппа чирлерĕм, тет, тепĕр чух вара грипа та шăнса пăсăлни вырăнне йышăнма пулать. Çак чирсем пĕр-пĕринчен мĕнле уйрăлса тăраççĕ? Хăшне мĕнле майпа сиплемелле? Мĕн вăл грипп? Çак ыйтусем çине районти тĕп больницăн врач инфекционисчĕ Алевтина Ивановна СЕМЕНОВА хуравлать, çанталăк улшăнса тăнă май грипран тата шăнса пăсăлассинчен асăрханмаллине калать.

- Грипп вăл ахаль чир кăна текенсем питĕ йăнăшаççĕ. Грипп виçĕ тĕрлĕ пулать. А, В, С ушкăнсенчи. А тĕслĕ грипп уйрăмах йывăррăн иртет. Кашни çулах грипп вирусĕ улшăнать, çапах та фармокологи те малаллах аталанать, çавăнпах врачсем çулсеренех грипран прививка тума сĕнеççĕ. Грипп вирусĕ çынна сывлăшпа кăна ерет, çавăнпах унпа нумай çын чирлет те. Çак вирус ертнĕ хыççă икĕ-виçĕ кунтан чир паллисем пуçланаççĕ, пилĕк кун таран пыраççĕ. Çак вăхăтра сывлав çулĕсем хавшаççĕ, çакна пула ỹпкесен хỹтлĕхĕ те чакать – сывлăш унта хăйне май «фильтр» витĕр тухмасăрах пырать. Ку вара бронхит е ỹпке шыçнипе вĕçленме пултарать. 

Грипп паллисем:

- чир сасартăк пуçланать, организма хăвăрт хавшатать;

 - кĕлетке температури хăвăрт ỹсет (39-40 градус таранах), çутă çине пăхма йывăр, мышцăсем те, пуç та ыратаççĕ; 

- грипăн малтанхи кунĕсенче сăмса юхмасть – ку çак вирусшăн кăна чир палли пулса тăрать;

-чирлĕ çын хăйне 3-5-мĕш кунсенче уйрăмах йывăр туять, чир 8-10 кунран иртет;

- грипп юн тымарĕсене пырса тивнĕрен шăл тунинчен е сăмсаран юн тухма пултарать;

 -гриппа чирлесе ирттернĕ хыççăнхи 3 эрне хушшинче ытти чирсем çăмăллăнах ерме пултараççĕ, питĕ йывăррăн иртеççĕ. Çын вилме те пултарать. 

Грипран сипленесси:

- врача киле чĕнмелле, вырăнпа выртмалла, шĕвек нумай ĕçмелле;

- температура пысăк чухне ăна антармалли препарат ĕçмелле, антибиотик ĕçесси пирки тухтăрпа канашламалла;

 - вируса хирĕç кĕрешекен препарат йышăнмалла, поливитаминсем, аскорбинка ĕçмелле, иммунитет вăйне пысăклатма – афлубин, иммунал, интерферон е эхинацея настойкине;

 - прополис настойкине ĕçме май пулсан, ĕçĕр – вăл иммунитета вăйлатать;

 - сăмсупа тута урлă çыхнă марля повязкисене (вĕсем вирусран 100 проценчĕпех сыхламаççĕ) кашни икĕ сехетре улăштармалла);

 - чирлĕ çынпа хутшăнакансене тамифлю препаратăн пĕр таблеткине йышăнни чăрмантармасть.

 Мĕн вăл респираторлă вирус инфекцийĕ (ОРВИ)? Респираторлă вирус инфекцийĕсем сайра хутра кăна йывăр чирсене пуçарма пултараççĕ. Вĕсен паллисем те грипăн пек мар, анчах та кашни тĕслĕхĕнчех юн анализне туни кирлĕ. Çапла сирĕн организма хăш вирус ернине тĕрĕс палăртма пулать.

 ОРВИ паллисем:

- чир майĕпен пуçланать, ытларах чух – час ывăнма тытăннинчен тата сăмса юхма пуçланинчен;

- чир «вырнаçса çитнĕ» хыççăн типĕ ỹслĕк пуçланать,каярах вăл çемçелет;

- ОРВИ иртнĕ хыççăнхи 3 эрне хушшинче урăх чирсем те ерме пултараççĕ, анчах та вĕсем, грипп хыççăнхипе танлаштарсан, çăмăлрах иртеççĕ.

 ОРВИ чирĕнчен сипленесси:

 - температура пулсан, ăна антармалли препарат йышăнмалла; 

- ỹслĕкрен тата ăна çемçетме эмел ĕçмелле;

- сăмса юхнине чаракан хутăшсемпе усă курмалла, сăмса шăтăкĕсене тăварлă шывпа чỹхеме юрать;

 - аскорбинка тата ытти витамин çимелле;

 -морс, курăксенченчен тата шиповникран вĕретнĕ чей ытларах ĕçмелле, иммунитета пысăклатма – иммунал, афлубин;

- шăнса пăсăлнинчен халăх медицини те лайăх пулăшать.

 Мĕнле асăрханмалла? 

Йỹçĕтнĕ купăста, киви, апельсин, мандарин çиме тăрăшăр. С витамин организма хăйĕн интерфероне кăларма пулăшать. Кĕтмел тата шур çырлинчен морс вĕретсе ĕçĕр. Минерал шывĕ ĕçĕр, мĕншĕнтесен вирус ăна, щелочь пуртан, кăмăлламасть. Кунне сахалтан та пĕр ыхра шăлĕ çимелле. Пулă, чăх какайĕ çиме тăрăшăр. Паллах, гигиена тата кун йĕркине тĕрĕс тытмалла. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 марта 2017
11:27
Поделиться