Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Юнармия" юхăм Шăмăршăра

ПИРĔН çĕршывра шкул ачисен "Юнар- мия" юхăмĕ сарăлсах пырать. Ăна пуçарса яраканĕ Раççей Федерацийĕн оборона министрĕ С.Шойгу. Республикăри чылай районсенче "Юнармия" юхăма йĕркеленĕ те ĕнтĕ.

Ĕнер Шăмăршăри Культура Керменĕнче чаплă лару-тăрура пирĕн районта та çак юхăма аслисем ертсе пынипе 12 çултан аслăрах шкул ачисем чун-чĕрепе, хавхаланса йышăнчĕç. Çак ятпа çар комиссариачĕн Патăрьел районĕнчи пайĕн ĕçченĕсем шкулта çарпа патриотизм ĕçне йĕркелесе пыракан организаторсем, патшалăх чиккинче службăра тăнă пограничниксем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ- сем тата шкулта вĕренекенсем йышлăн пухăнчĕç, çамрăк армеецсен Пĕрремĕш съезчĕн ĕçне хутшăнчĕç.

Съезд Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕсемпе уçăлчĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков саламларĕ, чăн-чăн патриотсем пулма ăнăçу сунчĕ. Район администрайĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин ертỹçи Н.Ендиеров та çамрăк армеецсене ăшшăн саламласа "Юнармия" патриот юхăмĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Çар комиссариачĕн Патăрьел районĕнчи çар комиссарĕ Е.Семенов та "Юнармия" юхăма районта йĕркелесе яни шкул ачисемшĕн паллă событи пулни çинчен каларĕ. Çак юхăма кĕрекенсен пур ĕçре те: вĕренỹре, спортра, обществăлла пурнăçра - яланах малта пулмалли çинчен аса илтерчĕ. 

А.Еремеев -  "Юнармия" юхăмăн районти штабĕн начальникĕ _ çар комиссарĕ çак юхăмăн ялавне кадетсене чыслăн панă хыççăн, малашне шкул ачисем ырă ĕçсенче татах та хастар та тăрăшуллă пулас пирки шанса тăни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пограничник-ветеран Е.Сетриванов, Шăмăршăри вăтам шкулта "Подвиг" клуб ĕçне чылай çул ертсе пынă В.Урахова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Смирнова сăмах илчĕç, хăйсен ỹсĕмĕнчи ырă йăла-йĕркесене малалла та аталантарса пымалли çинчен каларĕç.

 - Сире эпир, аслă ăру çыннисем, пирĕн вăхăтри лайăх традици- сене упраса хăварма, Тăван çĕршыва юратма, ăна тивĕçлĕ сыхлама, патриот ята мăнаçлă тытса пыма ыйтатпăр. Ватă çынсене те яланах хисеп тăвăр! - çапла витĕмлĕ чĕнсе каларĕ "Юнармия" юхăма кĕнĕ шкул ачисене 85 çулхи хастар педагогика ветеранĕ Н.Смирнова.

Кун хыççăн залра ларакан шкул ачисем патриотсем пулма, яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, тăрăшса вĕренме, йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне пулăшма тупа турĕç.

Съезд шкул ачисем ура çине тăрса "Юнармия" юхăмĕн Гимнне юрланипе вĕçленчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 февраля 2017
11:28
Поделиться