Шыва кĕрсе чунĕсене тасатнă
Виçĕмкун каçхине православи тĕнне ĕненекенсем вакăра шыва кĕрсе чунĕсене тасатма пуçланă. Çакнашкал вырăнсене районта виçĕ ялта _ Карапай Шăмăршăра, Ярăславра тата Анат Чаткасра йĕркеленĕ. Январĕн 19-мĕшĕнче, вунпĕр сехет тĕлне, икĕ пин ытла çын шыва кĕнĕ.
Шыва кĕмелли вырăнсене маларах хатĕрлеме тытăннă: вакăсем патне пымалли çулсене йĕркене кĕртнĕ, палаткăсем вырнаçтарнă.
Январĕн 19-мĕшĕ _ Крещени, Иисус Христос Иордан юханшывĕнче шыва кĕнĕ кун. Çакна халалласа чиркỹсенче уяв литургийĕ сем иртнĕ, шыва сăваплатнă, унпа тĕне ĕненекенсене тивĕçтернĕ.
Çынсем шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем те сыхă тăнă, вакăран тухакансене вĕри чейпе тивĕçтернĕ.
М.ЮМАНОВА.