Олимпиадăран - Дипломсемпе
ЯЛАНХИ пекех, хĕллехи каникул хыççăн районти предмет олимпиадисенче палăрнă ачасем республикăри олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче регионти пĕрремĕш олимпиада _ вырăс литера- турипе.
Районта пысăк балл пухса, Шăмăршăри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен 4 ача тивĕçнĕ республика шайĕнчи çак олимпиадăна хутшăнма. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун 2 турпа иртнĕ вăл. 2-мĕш тура хутшăнма та тăваттăшĕ те çителĕклĕ баллсем пуçтарма пултарнă, иккĕшĕ _ Лена Пайминапа Женя Шерников _ призер пулса тăнă, Дипломпа медале тивĕçнĕ. Халиччен районта çак предметпа çакнашкал çитĕнỹ пулманччĕ-ха, çавăнпа та питех те савăнăçлă хыпар пулчĕ çакă пуриншĕн те.
_ Ирина Алексеевна, епле майпа çакнашкал çитĕнỹ тума пултартăр? Ăнăçу ăнсăртран пулмарĕ-и? _ ыйту паратăп вырăс литератури учительне.
_ Ăнсăртран мар, _ хуравлать И.Харитонова, _ эпир 5-мĕш класранпах программăри пур произведение те тимлĕ вулатпăр, тарăн тишкеретпĕр, кашни хăйĕн шухăшне уçса пама пĕлет. Ку тĕлĕшпе пирĕн пултаруллă вĕренекенсем сахал мар, хальхинче Ленăпа Женя пуринчен те тăрăшуллăрах тата çирĕп тĕллевпе пыракансем пулчĕç. Республикăри олимпиадăна хутшăнакан ачасемпе кĕркуннеренпех уйрăммăн ĕçленĕ. Хĕллехи каникул кунĕсенче тăтăш тĕл пултăмăр, куçа-куçăн та, Интернет урлă дистанциллĕ майпа та тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр.
Республика шайĕнчи олимпиада призерĕсем вара çак çитĕнỹсемпе лăпланса ларасшăн мар. Çывăх вăхăтрах Лена истори, обществознани предмечĕсемпе Шупашкара олимпиадăна кайма хатĕрленет, Женя вара _ географипе. Ăнăçу сире, пултаруллă шкул ачисем!