Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Олег Долгов яланах пирĕн чĕрере

ЯНВАРĔН 16-мĕшĕ Раççей Геройне _ Олег Долгова _ асăнмалли кун. Çак кун вăл 1996 çулта Дагестан çĕрĕ çинче вырăнти халăха бандитсенчен ирĕке кăларассишĕн паттăрла пуçне хунă.

Пирĕн районта унăн биографине кашни шкултах лайăх пĕлеççĕ. Вăл Кивĕ Чукал ял тăрăхне кĕрекен Шамккай ялĕнче çуралнă, унтах 1-мĕш класа шкула çỹренĕ. Çавăнпа унăн паттăрлăхĕ _ кивĕчукалсен мăнаçлăхĕ. Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула унăн ятне панă.

Январĕн 16-мĕшĕнче шкулсенче асăну кунĕ иртнĕ. 

КИВĔ ЧУКАЛТИ тĕп шкулта çак ял тăрăхĕнчи Шамкайра çуралса ỹснĕ Раççей Геройне Олег Долгова асăнса линейка йĕркелерĕç. Мероприяти тĕллевĕ _ çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси тата Тăван çĕршыва Олег Долгов ентешĕмĕр пек чĕререн юратма вĕрентесси. Ачасем С.Савельева аслă вожатăй Олегăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панине чунтан хумханса итлерĕç. Линейкăна хутшăн- нисем Герой пек хăюллă та паттăр пулма шантарса тупа турĕç, пурте пĕрле «Солнечный круг» юрра шăрантарчĕç. 

ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулта вĕренекенсем те шкулĕпех асăну линейкине тухнă, Героя асăнса пĕр минут шăп тăнă. Ун хыççăн кашни параллельлĕ класс ачисем О.Долговăн кун-çулĕ çинчен тухса калаçнă, сăвăсем вуланă.

 Паттăрлăх урокĕсем кашни класрах иртнĕ. Кашни урок пуçламăшĕнче Олег килĕштернĕ «Город золотой» юрă янăранă. Унсăр пуçне 5-мĕш класра вĕренекенсем паттăра халалланă тематикăлла курав, 7-мĕшсем шкул библиотекинче _ «Герой çăлтăрĕ» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем вара «Только память сильнее смерти» литература композицийĕ хатĕрленĕ. 2-мĕш «б» класра вĕренекенсем паттăрлăх урокне шкул музейĕнче ирттернĕ, унта вĕсене Г.Кудрявцева педагог Героя халалланă стендпа паллаштарнă, унăн паттăрла кун-çулĕ çинчен каласа кăтартнă. 

Çапла, чăн-чăн паттăрсем манăçмаççĕ, пире Тăван çĕршыва таса чунпа сыхлама аса илтерсе тăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 января 2017
15:00
Поделиться