Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наиль Тепитов - Европа чемпионĕ

ДЕКАБРĔН 23-25-мĕшĕсенче Мускавра вăй-халпа нумай енлĕ кĕрешессипе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва пĕрремĕш хут Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.

90 килограма çитичченхи виçеллĕ паттăрсем хушшинче Шăмăршăри полици уйрăмĕн сотрудникĕ, полици майорĕ Наиль Тепитов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вăл 24 килограмлă кире пуканне 300 хутчен çĕклесе Европа чемпионĕн хисеплĕ ятне çĕнсе илнĕ.

 Çак ăмăртăва хутшăннă Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ Константин Кусаинов 100 килограма çитичченхи виçеллĕ спортсменсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. 

С а л а м л а т п ă р сире, тăван район тата республика ятне Европа шайне çити çĕкленĕ паттăрсем!

Ив.АНАТКАС.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 декабря 2016
15:04
Поделиться