Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Николай Андреев: "Хĕрлĕ тюльпансем хушшинче гитара калаттăм…"

БАЙКОНУРТА службăра тăнă ентешсем çинчен эпĕ унччен те çырнă. Хамăн çывăх тус - Пуянкассинче пурăнакан Николай Андреев - темшĕн «манса юлнă». Тен, хам ыйтман пуль, тен, салтак пурнăçĕпе мухтанасси килмен. 

Çук, терĕм хама-хам, космос паттăрĕсем çинчен çыратпăр пулсан вĕсене тĕнче уçлăхне вĕçме пулăшакансене те манса хăварма юрамасть. Çапла вара Николай Анатольевичпа юнашар ларса тавçăртсах сăмахларăмăр. 

_ Ну, кала-ха, Коля, çак пурнăç патне мĕнле çитсе ỹкрĕн? _ шỹтлесе ыйтрăм эпĕ юлташăмран.

_ Купăс кĕввипе тата гитара хĕлĕхĕсен сассипе, _ шỹт çине шỹтлесех хуравларĕ Николай Андреев. _ Калама кăна вĕт: хĕрĕх çул ытла купăс калатăп!

_ Гитарăна вара каярахпа тытрăн-и?

 _ Эпĕ Байконур космодромĕнче службăра тăни çинчен пĕлетĕн ĕнтĕ. Сержант званине пачĕç, отделени командирĕччĕ. Шăпах унта _ хĕп-хĕрлĕ тюльпансен улăхĕнче _ аллăма гитара тытса аккорд хыççăн аккорд вĕрентĕм. Мĕнешкел илемлĕ тюльпансем ỹсеççĕ унта!

 Казармăра та гитарăран уйрăлман, клубра концертсене хутшăннă.

 Алексей Леонов летчик-космонавта çывăхранах курнă. Шел, хам Андриян Николаевăн ентешĕ пулни çинчен пĕлтерме вăтантăм...

 _ Салтакран та гитарăпах таврăнтăн пулĕ?

 _ Паллах! Киле çитсен çар тумĕпех клуба кайрăм, гитара каласа салтакра чухне вĕреннĕ юрăсене юрларăм. Çамрăксене питĕ килĕшрĕм пулас, магнит туртнă пек манпа çывăхланма тăрăшатчĕç. 

_ Санăн музыка пĕлĕвĕ пур-и?

 _ Ятарласа вĕренмен, хам тĕллĕн çеç хăнăхнă. Нотăсене паллама та кĕнеке тăрăх вĕрентĕм. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтертĕм тата тракторист правине илтĕм. Малалла вĕренме кайманшăн, музыка пĕлĕвне илме тăрăшманшăн паян кун та хама хам ỹпкелетĕп. 

_ «Ăçта Андреев _ унта культура вĕресе кăна тăрать», _ теççĕ районта. Тĕрĕс калаççĕ-и?

_ Кăштах ỹстереççĕ те пуль, çапах та культура манăн пурнăçăма, чун-чĕрене тарăн кĕрсе вырнаçнине пытармастăп.

Ялти клубра, ача садĕнче, шкулта ĕçлерĕм, хут купăс, баян, гитара каласа ача-пăчана тата çитĕннисене савăнăç парнеленĕ.

 Районта чăн малтисен шутĕнче «Асамат» ятлă вокал инструменчĕсен эстрада ансамбльне йĕркелесе ятăм. Ял çамрăкĕсене явăçтарса концертсемпе спектакльсем лартса параттăмăр. Артисчĕ те, режиссерĕ те хамах пулнă. 

Шкулта ĕçленĕ чухне кашни класрах илемлĕ пултарулăх енĕпе смотр йĕркеленĕ, шăматкунсенче клуб сцени çине тухнă. Ялта культура вĕресе кăна тăратчĕ тени _ мухтанни мар. Ман сăмаха пуянкассисем те, кахăрлăшăхальсем те, ытти ял çыннисем те çирĕплетме пултараççĕ.

 _ Коля, эсĕ ялти «Аххаяс» халăх ансамблĕн купăсçи те. «Аххаяса» йĕркеленĕренпех юрлаттаратăн-ташлаттаратăн... 

_ Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова етсе пыракан ансамбль маншăн _ тăван кил-йыш пекех. Мускавра, Чĕмпĕрте, Шупашкарта, республикăри тĕрлĕ районта хамăрăн пултарулăхпа савăнтартăмăр.

Иртнĕ вăхăтпа калаçмастăп _ ансамбль паян та репетици хыççăн репетици тăвать, пире района килекен хаклă хăнасене кĕтсе илме те чĕнеççĕ.

_ Эсĕ юрăсем те çыратăн. Миçе юрă хайларăн ĕнтĕ?

_ Халлĕхе вун иккĕ. Виççĕшне Иван Саландаев сăввисемпе, ыттисене хам сăмахăмсемпе кĕвĕлерĕм. Çак юрăсене халăх ырласа йышăнни хавхалантарать. 

_ 2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине эсĕ мĕнле кăмăлпа йышăнтăн?

_ Чунтан ырласа кĕтсе илетĕп. Эпĕ хам та виçĕ ача ашшĕ вĕт-ха. Мăшăрăмпа _ Галина Михайловнăпа _ кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнатпăр.

Çемьере юрату чăн малти вырăнта пулмалла тесе шутлатăп. Юрату вара юрлаттарать, пурăнма вăй-хал парать!

_ Коля, декабрĕн 18-мĕшĕнче эсĕ хăвăн чаплă юбилейне _ 60 çул тултарнине паллă тăватăн. Ватăлса пынине туймастăн-и?

_ Халех ватăлмалла-и? Çĕнĕ юрăсем çырасчĕ-ха, халăх умĕнче юрласа парасчĕ. Купăспа баяна та, гитарăна та тусан пусма парас марччĕ.

_ Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана, хаклăран та хаклă тусăмăр!

_ Тавах! Пурăнасчĕ-ха!

КУПĂС ИВАНĔ калаçнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 декабря 2016
14:57
Поделиться