Иртсе кайрĕ вунпĕр уйăх
ДЕКАБРЬ уйăхне кĕтĕмĕр, 2016 çул вĕçлениччен те шутлă кунсем юлчĕç. Мĕнлерех ĕçлерĕмĕр-ха эпир кăçалхи 11 уйăхра? Çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ те ĕнтĕ тунтикун район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура. Ун ĕçне ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Зиле Кудряшова паллаштарчĕ.
Паянхи куна районта ваккăн суту-илỹ тăвакан 116 объект, обществăлла аталанăвăн 15 объекчĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 35 объект ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал промышленноç продукцийĕ туса кăларасси ỹсни палăрать.
Акă, О.Хлюкин уйрăм предприниматель 275 тонна çăкăр-булка изделийĕсем _ пурĕ 9,6 миллион тенкĕлĕх _ туса кăларнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхи вунпĕр уйăхринчен 20 процент пысăкрах.
«Шемуршинсксельэнерго» ЗАО пурĕ 0,9 миллион тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 4,5 процент ытларах ĕç тунă. Çав шутра 191 штук электродвигатель юсанă, тимĕр-бетонран 180 штук пусă кăшăлĕ хатĕрленĕ.
Çакăн пек лайăх тĕслĕхсем тата та илсе кăтартрĕ докладчик. «АгроТрансПорт» ООО ялхуçалăхĕнче 11,2 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçланине те палăртрĕ.
Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ольга Миронова Шăмăршă районĕн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ вунпĕр уйăхра тупăш енĕпе 204999,1 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак тапхăрăн 91,5 проценчĕ) пурнăçланни çинчен пĕлтерчĕ. Хамăр тупăшсем (налуксемпе налук мар тупăшсем) 36671,6 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак тапхăрăн 97,6 проценчĕ) пуçтарăннă.
Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Алексей Иванов, район адмиистрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Петьков, Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ Александр Кляжев, полици пайĕн пуçлăхĕ Ролан Идрисов тата ыттисем тухса калаçрĕç, хăйсем ертсе пыракан отрасльсенчи лару-тăрупа тата умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕç.
Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çулталăка пур енчен те лайăх кăтартусемпе вĕçлеме чĕнсе каларĕ. «Лайăхрах ĕçлеме майсем пур, _ терĕ Владимир Васильевич, _ ертỹçĕсен ответлăх туйăмне ỹстерни çеç кирлĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх район халăхĕ пирĕн çулталăкри ĕçе хакланине манар мар».