Пултаруллă шкул ачисене - стипенди
ÇАК кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельство парса чысларĕ.
Районти тĕрлĕ шкулта вĕренекен 16 шкул ачи лайăх вĕренỹпе, обществăлла ĕçри хастарлăхпа, спортри çитĕнỹсемпе тивĕçнĕ кăçал çак хисепе. Владимир Васильевич, ачасене çак ятпа саламласа, пянхи çитĕнỹсемпе лăпланса лармасăр малашне те пурнăçра активлă пулма, тата пысăкрах кăтартусем патне талпăнма ăнăçу сунчĕ.
Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăксене тĕрлĕ енлĕ аталантарнăшăн стипендиатсен ашшĕ-амăшне, учительсемпе тренерсене тав сăмахĕ каларĕ, малашне те çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре çитĕнỹсем сунчĕ. Укçа хисепĕ пысăк пулмасан та (çулталăк тăрăшшĕпе уйăхсерен 300 тенкĕ илсе тăрĕç) район администрацийĕ ачасене çапла майпа хавхалантарса тăнине ырламалла кăна. Стипенди илме тивĕçнĕ пултаруллă ачасем район руководствине тав сăмахĕ каларĕç, çирĕп пĕлỹ илме малашне те тăрăшса вĕренме сăмах пачĕç.