"Ай, юрлар-и!"
ТĂВАН халăх культури, юрри-ташши... Çакна чĕрепе туйса киленмен çын çук пуль. Шăнкăр шыв юххи пек юхать чăваш халăх юрри-кĕвви, сар хĕвел пек ăшăтать вăл чуна. Çакна çирĕплетрĕç те «Юрла, чунăм!» районти конкурс-фестивале хутшăннă юрă ăстисемпе хореографи ушкăнĕсем. Вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ номинацире кăтартса пачĕç.
Фестивале кăçал йышлăн хутшăннă, кашни ялтах халăх юрри-ташшине килĕштерекенсем пайтах. Вĕсен хушшинче республикипех паллă Пуянкассинчи «Аххаяс» халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Н.Федотова), район çыннисене тăтăш савăнтаракан «Пилеш» (Кивĕ Чукал), «Шăнкăрав» (Карапай Шăмăршă), «Акăшпи» (Палтиел) ансамбльсем. Эпир вĕсен юррисене районта иртекен кашни уяврах итлесе киленетпĕр. Иккĕн юрлакансенчен Чукалти Н.Безруковпа Л.Савельеван «Çемçен пусма мĕн лайăх», Васанти Н.Захаровапа А.Смаеван «Шур-шур урлă» Ираида Вдовина репертурĕнчен илнĕ юррисем куракансене уйрăмах тыткăнларĕç.
Пĕччен юрлакансем те питĕ илемлĕ шăрантарчĕç чăваш халăх юррисене: И.Малеева («Ан çиллен», Кивĕ Чукал), Н.Захарова («Илемлĕ», Васан), М.Кузнецова («Кăвик-кăвик кăвакарчăн», Хайпăла). Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи сакăр теçеткене çывхарса пыракан Нина Ларшникова «Лайăх лаша кỹлсе тухсан» юрăпа сцена çине тухсан, залра ларакансенчен кашниех: «Мĕн чухлĕ пултарулăх иккен пирĕн халăхра!» _ тесе савăнчĕ. Çакнашкал юрă ăстисем пур чухне иксĕлми вăй-хăват парса тăрать пире тăван культура.
Ташă коллективĕсем те районта çулран çул йышлансах пыраççĕ. Ăста ташăçăсем шкул ачисем кăна мар, аслă çулхи çынсем те пулни, паллах, питĕ кăмăллă. Акă, Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ансамблĕ _ «Кадриль», васансем _ «Русский кадриль» ташăпа куракансен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Асăннă ушкăнсенче ытларах _ учительсемпе воспитательсем. Каламасăрах паллă, Шăмăршăри «Антонина», «Фламинго» тĕслĕхлĕ ташă ушкăнĕсене çỹрекен ачасем кунта яланхи пекех çỹллĕ шайра пулчĕç. Вĕсенчен Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем те пĕрре те кая юласшăн пулмарĕç _ «Морячка» ташшине питĕ хỹхĕм ташларĕç. Палтиелсем те ташша питĕ ăста. Уйрăм ташăçăсенчен вара Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи О.Аръяхована палăртса хăвармалла _ «Валенки» ташă валлиех çуралнă тейĕн.
Асăннă фестиваль тĕллевĕ _ ноябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен халăх юрри-ташши конкурсне хутшăнма тивĕç коллективсемпе уйрăм çынсене тупса палăртасси. Районти пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн директорĕ В.Львова фестивальте тĕрлĕ номинацире палăрнă ташă-юрă ăстисене район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн Хисеп Грамотипе хавхалантарчĕ, республикăра район чысне хỹтĕлекенсене асăнчĕ. Вĕсем _ Ирина Малеева пĕччен юрлакан, «Пилеш» юрă ушкăнĕ, «Антонина» ташă ансамблĕ. Ăнăçу сире, тăван культурăна упракансем!
Г.ИВАНОВА.