Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрремĕш спартакиада

ИРТНĔ эрнекун районти хĕрарăмсен Канашĕ тăрăшнипе пĕрремĕш спартакиада иртрĕ. Ăна Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн спортзалĕнче ирттерчĕç. Кунта Чаткас ял тăрăхĕнчен пуçласа Чукал ял тăрăхĕ таранах командăсем килнĕччĕ. 

Спартакиадăна район администрацийĕн пуçлăхĕнçумĕ Владимир Петьков, районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Ирина Смирнова, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Вера Хорькова хутшăнчĕç. Спорт уявне килнисене вĕсем ăнăçу сунчĕç. 

Мероприяти хаваслă иртрĕ. Вунă команда хушшинче, паллах, вăйлисем те палăрчĕç. Кивĕ Чукалти хĕрарăмсен Канашĕн команди пур енчен те вăйлă пулнине çирĕплетсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсен команди, виççĕмĕш вырăна васансем йышăнчĕç. 

Çак уяв йăлана кĕрессе, çулран çул аталанса пырасса шанас килет.

Çакăн пек спорт уявĕ туса панăшăн районти хĕрарăмсен Канашĕн председательне Ирина Анатольевнăна тата ăна пулăшакансене, спонсорсене чунтан тав тăватпăр. Чăннипех те уяв тăк уяв пулчĕ.

Çакна та каласа хăвармалла: вунă команда хушшинче иккĕшĕ _ Васан ял тăрăхĕнчен (Васан тата Кивĕ Шăмăршă). Çав вăхăтрах Пăчăрлă Пашьелĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ пĕр команда та тăратман. Чукал тата Кивĕ Чукал ялĕсем район центрĕнчен таçта аякра вырнаçнă пулсан та командăсем илсе килни савăнтарать. Тĕрĕс, çакăн пек историлле пулăмсенчен мĕншĕн аякра юлмалла? Тен, 30-мĕш спартакиада ирттернĕ вăхăтра кăкăра çапса: «Эпир пĕрремĕш спартакиадăна хутшăннăччĕ», _ тесе калама пултарăпăр.

А.ЛАРШНИКОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 ноября 2016
12:48
Поделиться