Шăмăршăран тухнă пĕрремĕш профессор
УН ÇИНЧЕН пуçласа Шăмăршăри Илпек Микулайĕ ячĕллĕ урамра пурăннă вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕнчен Илья Васильевич Муллинран илтнĕччĕ.
_ Эсир хаçатра пирĕн районтан тухнă пĕрремĕш профессор Семен Федорович Сайкин тесе çырнă, _ терĕ Илья Васильевич. _ Ку _ тĕрĕс мар.
Пĕрремĕш профессор _ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Иван Филиппович Иванов. Сайкин доктор диссертацине 1965 çулта хỹтĕленĕ пулсан, Иванов унран 29 çул маларах _ 1936 çултах биологи наукисен докторĕ пулса тăнă.
Шел, Илья Васильевичран Иван Иванов ученăй çинчен тĕплĕнрех ыйтса юлаймарăм, çакăншăн паян кун та ỹкĕнетĕп. Пирĕн ентеш ветеринари наукинче пысăк çитĕнỹ тунăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕç пулнине çеç астуса юлнă.
Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ наука çыннисем çинчен материалсем пуçтарнă май, Мускаври К.И.Скрябин ячĕллĕ ветеринари академийĕн ректорĕ ячĕпе çыру ятăм. Илья Васильевич мана Иван Иванов ученăй шăпах çак академире ĕçлени çинчен пĕлтернĕччĕ.
Хальхи вăхăтра почта тимĕр шапа уттипе çỹрени вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ман çырăва хуравласа çырнине те çур çул иртсен тин илсе вуларăм. Уншăн та _ пысăк тав, ырă çынсем пирĕн пурнăçра çав-çавах нумай çав.
Иван Филиппович Иванов 1901 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршăра ветеринар çемйинче çуралнă иккен. Эппин, вăл çут тĕнчене килнĕренпе кăçал 115 çул çитрĕ. Шăмăршăра, унтан Хурăнвар шкулĕнче вĕреннĕ. Граждан вăрçине хутшăннă, Семен Буденный ертсе пынă утлă çарта шуррисемпе çапăçнă.
Çартан таврăнсан Иван Иванов Омскри ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Наука ĕçне чунтан парăннă ентеше институт хыççăн кафе- дрăрах студентсене вĕрентме хăвараççĕ. Каярахпа Иван Филипповича Хусанти ветеринари институтне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл 1936 çулта «О рецепторных элементах вегетативной нервной системы кишечника» темăпа доктор диссертацине ăнăçлă хỹтĕлет.
Çамрăк ученăйăн наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçне Мускавра та асăрхаççĕ, çапла вара вăл тĕп хулари ветеринари академийĕнчи гистологипе эмбриологи кафедрин заведующийĕ тата профессорĕ пулса тăрать.
Иван Филипповича Мускава куçарасси çакăнпа та çыхăннă: Совет Союзĕ тĕнче уçлăхне йытă-космонавта вĕçтерсе яма хатĕрленнĕ май, Иванов ученăйăн тĕпчевĕсем питех те кирлĕ пулнă. Лайка ятлă йытă 1957 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче космосра пулнă.
Иван Филиппович выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешмелли майсем çинчен 70 ытла наука ĕçĕ çырса пичетлет, студентсемпе ветеринари ĕçченĕсем валли 12 пособи хатĕрлесе кăларать. Чума, ящур, çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти инфекци чирĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене тухса çỹрет. РСФСРти Хура тăпраллă мар тăрăхра ящур чирне парăнтарас енĕпе пысăк вăй хунăшăн пирĕн ентеше Тăван çĕршыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Иван Филиппович Иванова «РСФСР наукисен тава тивĕçлĕ деятелĕ» ят парса та чысланă. Пирĕн ентеш нумай çул хушши анатоми, гистологи тата эмбриологи наукисен Пĕтĕм Союзри обществин ертỹçин ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пынă, «Архив анатомии, гистологи и эмбриологии» журнал редколлегийĕн членĕ пулнă.
И.Ф.Иванов профессор 1971 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче Мускавра йывăр чирлесе вилет, ăна тĕп хула масарне пытарнă.
Шăмăршă районĕн энциклопедине кăларма хатĕрленнĕ май, унта Иван Иванов профессор пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен те пулин çырса хăвармалла тесе шутлатăп.
Ив.САЛАНДАЕВ.