Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эпир - пĕрле!

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Шăмăршă ялĕнче районти Культура керменĕ умĕнчи лапамра митинг пулса иртрĕ.

Унта, халăхпа пĕрле район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ветерансен Канашĕн председателĕ Петр Фомин хутшăнчĕç. 

Кунта пухăннă ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене, тĕрлĕ учрежденисенче вăй хуракансене тата çамрăксене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов саламларĕ. Владимир Васильевич çĕршывăмăр авалтанах тĕрлĕ халăх ырă шухăш-кăмăлпа пĕрлешнĕрен хăватлă та никам çĕнтерейми пулнине те палăртрĕ. М.Хамдеевпа П.Фомин та унпа килĕшсе патриотла туйăмсене упрама тата малалла та аталантарма кирли çинчен каларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 ноября 2016
10:51
Поделиться