Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аван-и, тăванăмсем?

ЭПĔ çамрăк чухне, çĕнĕ хăта ĕçки вăхăтĕнче, хитре чечеклĕ тутăр çыхнă чипер инкесем çак юрра шăрантаратчĕç: 

Сирĕн сĕтел урисем саккăр иккен,

Уйăх ларман, ларса та курмарăм.

Нумай-нумай çĕре эп çỹрерĕм

Сирĕн пек лайăх çынсене курмарăм...

Паян, ял ĕçченĕсем çинчен ăшă сăмах калас тенĕ чух, пуçăмран тухма пĕлмен çак йĕркесене аса илтĕм: «Сирĕн пек лайăх çынсене курмарăм».

Çапла, районти кашни ялтах çулталăкне темиçе хут та пулнă май çыннисене те лайăх паллатăп. Çуракинче те, утă çулнă вăхăтра та, вырмара та, кĕрхи сухара та, фермăра та вун-вун çынпа курса калаçнă, вĕсен миçе ача е мăнук пуррине те, килти хуçалăхра миçе пуç выльăх усранине те, çăмăл автомашинин маркине те пĕлетĕп темелле. 

Акă, «Колос» Агрофирма» хуçалăхри Юрий Мещанкин кăçалхи вырма паттăрĕ пулса тăчĕ, Дон-1500 Б комбайнпа 9200 центнер тырă çапса илсе районта та мала тухрĕ. Астăватăп-ха, ĕлĕкрех СК-5 комбайнпа 7 пин центнер тырă пуçтарса кĕртсен: «Рекорд ку, орден памалла!» теттĕмĕр. Халĕ район администрацийĕн Хисеп грамотине тата 500 тенкĕ укçан преми панипех çырлахатпăр. Мĕн тăвăн, районăмăр пуян мар: йĕри-тавра вăрман кашласа ỹссен те хамăр ирĕкпе пĕр тĕп йывăç та касаймастпăр. Мĕн сутса пуйса каяр-ха? Юрий Витальевич çакна ăнланать, халăх умĕнче хисеп туни укçаран та хаклăрах тесе шутлать. Паллах, укçи те пăсмастчĕ-ха ăна, килти хуçалăха çĕнетсех тăмалла. 

Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕнчи Любовь Алексеева доярка тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 4487 килограмм сĕт суса илнĕ.

_ Ман çинчен мĕн çырмалли? _ тет сăпайлăн Любовь Семеновна. _ Ĕне сăвасси йывăр ĕçех мар, ăратлă выльăх сĕтне те нумай антарать ĕнтĕ.

 «Районти чи лайăх доярка» ята тивĕçсен те Любовь Семеновна мухтанмасть, уявра пулнă хыççăн тумне улăштарса тỹрех фермăна васкарĕ. Кунта ăна ĕнесем савăнăçлăн ĕнĕрлесе кĕтсе тăраççĕ.

 Патирекри Александр Поворов темиçе çул хушши ĕнтĕ «Районти чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» ята çĕнсе илет. Александр Николаевича Акатуйра та, ял ĕçченĕсен уявĕнче те чыслаççĕ. Хисеп грамотисем унăн, хăй каланă тăрăх _ пĕр арча. Вунпиллĕкрех «Искра» колхозăн вăкăрĕсене пăхма тытăннă та, паян кун та фермăра. Ялта ăна шỹтлесе Будулай теççĕ, кинофильмри юратнă герой ятне панишĕн Саша пĕрре те кỹренмест.

Ывăлĕ _ Дима _ унччен Мускаври стройкăна ĕçлеме çỹретчĕ. Кăçал «вăрăм укçа» шырас темерĕ, килти хуçалăхне аталантарма тĕллев лартрĕ. Халĕ Поворовсем икĕ ĕнепе вунă вăкăр тытаççĕ, выльăхсен шутне тата та ỹстересшĕн.

Манăн тахçанхи юлташăм Петр Захаров «Районти чи лайăх тракторист» ята тивĕçнине пĕлсен те хытă савăнтăм. «Колос» хуçалăхра çеç мар, районта кăна та мар, республикăра та малта пулмалли çын вăл Петр Васильевич. Кăçал МТЗ-1221 тракторпа 920 условнăй эталон гектар çĕр сухаланă. Тепĕр 80 гектар сухаланă пулсан республикипех çĕнтернĕ Елчĕк районĕн трактористне хăваласа çитетчĕ.

«Çитес çул мала тухатăпах», _ шỹтлесе те чăнласа каларĕ çĕр ĕçченĕ. Ĕненетĕп: Петр Васильевич сăмахне тытатех!

Ф.Рахматуллов фермер хуçалăхĕнчи Эмирдян Габайдуллов, О.Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи Николай Давыдовпа Василий Стрижов, «Искра» хуçалăхри Минхарис Кафизов, «Мир» хуçалăхри Раиль Хафизов тата ытти трактористсем те мĕн çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен çĕр çинче тăрăшрĕç. 

Утмăл улттăри Николай Давыдов трактор çине ларнăранпа кăçалхи çуркунне 50 çул çитрĕ. Шел, районта çакна пĕлмесĕрех юлчĕç, хам та манса кайнă. Николай Федотовича «РСФСРти Хура тăпраллă мар тăрăха çĕнетсе улăштарнăшăн» медальпе, виçĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», икĕ хутчен «Пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсемпе, пĕр теçетке ытла Хисеп грамотипе наградăланă. Кăçалхи уявра та Карапай Шăмăршăри паллă механизатор район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Саламлатăп, Николай Федотович, çитмĕлтен иртиччен те трактор çинчен ан ан. Ватă лаша йăрана пăсмасть темеççĕ-и-ха халăхра? Ватă тракторист та хирте çип карнă пек тỹрĕ йăрансем тăвасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. 

Ĕнерхи уявра районти маттур фермерсене те алă тытсах саламларăм. Çĕнĕ Чукалти Валерий Симурзин çĕрулми çитĕнтерессипе районĕпех мала тухнă. Анат Чаткасри Андрей Юнкеров та «иккĕмĕш çăкăра» 325 тонна таран пуçтарса кĕртнĕ. Сентябрьти йĕпе-сапаллă çанталăкра, лỹшкесе тăракан çумăр айĕнче ĕçлесе те улмана çĕр айне хăварман, çакна паттăрлăх теме те пулать. 

Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов фермер 1119 тонна е кашни гектартан 25-шер центнера яхăн тырă пуçтарса кĕртсе районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Афган вăрçин ветеранĕ, çарта БТР командирĕ пулнă чăн-чăн арçын мирлĕ ĕçре те паттăрлăх кăтартать. Василий Николаевича ял çынни- сем те хисеплеççĕ, темиçе çул каялла мăянпа пиçен çеç çитĕн- нĕ çĕре тарăн сухаласа ылтăн тырă çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ.

Уявра Василий Николаевичпа пĕрлех унăн хуçалăхĕнче тăрăшакан Евгений Янгалакова та район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Районăн чи пысăк наградине çавăн пекех çак паççулккăри Зинаида Герасимова та илчĕ. Зинаида Васильевна _ манăн çывăх тăван; унпа пĕрле ỹссе çитĕннĕ, шкулта та пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, Зина картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пĕр пĕчĕк колхоз ферми теме те пулать. 

Килти хуçалăха аталантарнăшăн, ларса канма пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн Карапай Шăмăршăри Виктор Александрова та, Асанкассинчи Виталий Белякова та, Палтиелĕнчи Рамис Калакова та, ытти ял çыннисене те район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов чĕререн тав турĕ. Ялти хастар çынсем хăйсен ачисене те ĕçе юратма вĕрентеççĕ _ улми йывăççинчен аякка ỹкместех! 

Сăмахăма чунра çуралнă çак йĕркесемпе вĕçлес килет:

Шăмăршăра ĕçченсене чыслаççĕ,

Шăмăршăра хастарлăх хисепре.

Уяв тесен _ юрлаççĕ те ташлаççĕ,

Тăванăмсем! Саватăп эп сире!

Ив.САЛАНДАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 ноября 2016
10:47
Поделиться