Казахстанран - ылтăн медальпе
ИРТНĔ эрнере, октябрĕн 26-30-мĕш кунĕсенче, В. Шуряков Казахстанра кире пуканĕ йăтакансен тĕнче чемпионатне хутшăннă. Унти ăмăртăва тĕнчери тĕрлĕ континентран вăй виçме пуçтарăннă. Владимир Петрович спорт ветеранĕсем хушшинче хăйĕн виçинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă _ ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Чемпион хăйне çак сумлă ăмăртăва хутшăнма май панă спонсорсене _ О.Ефимова, О.Еремеева, В.Любимова, С.Измукова _ хаçат урлă чĕререн тав тăвать. Вĕсем спорта парăннă ветерана ăнланни пире те кăмăллă.
"Шăмăршă хыпарĕ"