«Эпир сирĕнпе мухтанатпăр!»
«ЧИ ырă, хаклă асатте-асанне, кукаçей- кукамай!» Çак сăмахсене илтсен аслă ăрури çывăх çынсен сăн-пичĕ савăнăçпа çуталать. Вĕсем çемьере яланах пысăк хисепре.
2009 çултанпа октябрĕн 28-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Асанне-асатте, кукамай-кукаçей кунне паллă тăваççĕ. Çав ятпа район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче ачисемпе мăнукĕсен, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ мăшăрсене чысларĕç.
Петр Михайловичпа Лидия Александровна Ермолаевсем Шăмăршăра шăпах çур ĕмĕр пĕр çемьере килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Вĕсем Хусанта вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Петр Михайлович унти ялхуçалăх институчĕн экономика факультетĕнче, Лидия Александровна фармацевтика училищинче ăс пухнă. Пĕрлешсен Шăмăршă ялĕнче тĕпленнĕ. Кил хуçи ялхуçалăх тытăмĕнче, ĕçтăвком председателĕн заместителĕнче, районти çыхăну узелĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Мăшăрĕ, «хĕрлĕ дипломлă» специалист, районти аптекăра 36 çул фармацевт тивĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсене тăрăшулăхпа яваплăхшăн министерствăсемпе ведомствăсем пайтах Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Икĕ хĕр çитĕнтернĕ Ермолаевсем: Людмила _ аслă пĕлỹллĕ музыка руководителĕ, Наталия _ Шупашкарти клиника больницинче аслă сестра. Ачисемсĕр пуçне 3 мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ илем кỹреççĕ халĕ ытарайми кукаçипе кукамин пурнăçне. Чыслă тĕлпулура Роман мăнукĕ, республика шайĕнчи музыка конкурсĕсен лауреачĕ, вĕсене гитарăпа илемлĕ кĕвĕ каласа савăнтарчĕ. Хĕрĕ Людмила ашшĕпе амăшне тав туса юрă парнелерĕ.
Виктор Георгиевичпа Галина Федоровна Александровсем Карапай Шăмăршăран, колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă: кил хуçи 37 çул шоферта, мăшăрĕ те çавăн чухлех фермăра дояркăра вăй хунă. Иккĕшĕ те «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Виçĕ ача, 5 мăнук халĕ 44 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăрăн. Уяв ячĕпе вĕсене Карапай Шăмăршăри культура ĕçченĕсен дуэчĕ халăх юррипе хаваслантарчĕ.
Сумлă хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков ăшшăн саламларĕ, вăрăм кун-çул, телейлĕ ватлăх сунчĕ.
"Эпир сирĕнпе тивĕçлипех мухтанатпăр!" _ терĕç мăнукĕсем хисеплĕ ватăсене. Уяв телейлĕ мăшăрсен вальсĕпе вĕçленчĕ.
Г.ИВАНОВА.