Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килĕштерсе, пурте пĕрле

ШКУЛСЕНЧЕ иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ вĕренỹ пырать. Çуллахи каникул хыççăн ачасем каллех пĕлỹ тĕнчинче. Анчах уроксемпе кăна çырлахмаççĕ вĕренекенсем _ кану, пушă вăхăта усăллă ирттерес ыйтусемпе те интересленеççĕ.

Çак кунсенче Шăмăршăри вăтам шкулта пултăм. Уроксем хушшинчи тăхтав вăхăтĕнче 2-мĕш хутри коридорта ача-пăча хĕвĕшнине курсан, унта васкарăм. «Вместе» ача-пăча пĕрлешĕвĕн Президентне суйлаççĕ иккен. Вăрăм коридора сĕтелсем лартса тухнă _ кунта сасăлакансене регистрацилеççĕ тата бюллетень хучĕ сем параççĕ. 5-11 классенче вĕренекенсем кандидатсен списокĕпе (унта 7 лидер) суйлав кабинине кĕрсе тухнă хыççăн ăна юнашар вырнаçтарнă урнăна яраççĕ. Пырсах пăхатăп: сентябрьте ирттернĕ суйлаври чăн-чăнниех! Ачасем те аслисем пекех пысăк яваплăхпа суйлаççĕ шкулти Президента. Пĕрлех учительсем те тепĕр 3 çул хушши 700 ачана ырă ĕçсенче ертсе пыма пултараканшăн сасăлаççĕ. Çапла 1-мĕш класра вĕренекенсенчен тытăнса (вĕсем хăйсен класĕсенче суйлаççĕ) вунпĕрмĕшсем таранах суйлавра. Пуçламăш классенче вĕренекенсем вара епле суйласа илеççĕ пĕр хушамата, палламаççĕ те пуль аслă классене çỹрекенсене? Çапла ыйту патăм ачасен пĕрлешĕвĕн ĕçне йĕркелесе пыракан Н.Милюшкинана, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне. 

_ Епле палламаççĕ? Суйлав умĕнхи кампанире кандидатсем кашни класрах пулаççĕ: хăйсемпе кăна мар, малашнехи программăпа та паллаштараççĕ. Президента тĕплĕн шутласа суйлаççĕ пирĕн шкулта. Пур енĕпе те хастар, пултаруллă ачасене шкулта капла та пĕлеççĕ-ха, çапах та пĕрне çеç суйласа илме çăмăл мар.

 Сăмах май, Надежда Николаевна хăй те çак шкулта вĕреннĕ çулсенче. Президент пулма тивĕçнĕ. Çавăнпа ку ĕçре пуян опытлă. 

Мĕнле пĕрлешỹ вăл «Вместе»? 2001 çултанпа ĕçлет ачасен организацийĕ çак шкулта. Унăн тĕллевĕ _ вĕренекенсене хăйсен тĕллĕн аталанма кирлĕ условисемпе тивĕçтересси. Тавракурăма анлăлатма, пул- тарулăха аталантарма пулать çак пĕрлешỹре. Тăван çĕршыв, çутçанталăк, сывлăх, спорт, юрă-ташă искусстви... тата туслăха хаклама вĕренеççĕ кунта. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне ертсе пыма шкулта кашни тунтикун канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ, класс старостисемпе тĕрлĕ ыйту сỹтсе явса ĕç планĕ çирĕплетеççĕ. Акă тин çеç-ха Ватăсен тата Учительсен кунĕсене ирттерес пирки ачасем питĕ хĕрỹ калаçнăччĕ. Кашни педагогика ĕçĕн ветеранне килне кайса чечек çыххипе саламларĕç. Ĕçлекен учительсене те тимлĕхсĕр хăварман, паллах. Хальхи вăхăтра пĕтĕм шкул ачи «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие активлă хутшăнать. Кĕркунне йывăç лартса хăварас ĕçре те хастар пулĕç вĕсем. Хăйсен пуçарулăхĕпе тавралăха илемлетессишĕн тăрăшаççĕ. Часах хĕл каçма юлакан кайăксене пулăшма тытăнĕç. Мĕнле кăна ырă ĕç тумаççĕ шкул ачисем вĕренỹ çулĕнче? Республикăра иртекен акцисенче те маттур Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем. Кăçалхи май уйăхĕнче «Вместе» пĕрлешỹ членĕсем «Салют, Çĕнтерỹ!» акцире регионта пĕрремĕш вырăн йышăннă. 

Ачасен пĕрлешĕвĕн пархатарлă ĕçĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Кунта кашни класс мероприятисене епле хутшăннине сăнаса, хакласах пыраççĕ. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен, пĕтĕмлетỹ тунă хыççăн, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче кĕçĕннисен хушшинче 1-б, вăтам классенчен _ 5-в тата 7-а, аслă классенчен _ 10-а классем çĕнтернĕ. Апла пулсан, классен хушшинче чăн-чăн ăмăрту пырать! Класра туслăх, коллективизм туйăмĕ пулсан кăна çитĕнỹ пулĕ.

 ... Суйлав хыççăн çакă паллă пулчĕ: «Вместе» ачасен пĕрлешĕвĕн Президенчĕ кăçалтан Артур Захаров пулĕ. Вăл 8-б класра вĕренет. Вĕренỹ ре пултаруллă, обществăлла ĕçсенче активлă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Юлташĕсем килĕштереççĕ, хăйсене ертсе пыма шанаççĕ. Эппин, пурте пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, пушă вăхăта хăвăршăн та, ыттисемшĕн те усăллă ирттерме ăнăçу пултăр сире, «Вместе» пĕрлешỹре тăракан вĕренекенсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 октября 2016
13:25
Поделиться