Курмалли, тĕлĕнмелли пур
ШĂМĂРШĂ, район центрĕ пулнă май, унта халăх йышлă. Ытти çĕртен килекенсене кунти илем тĕлĕнтерет.
_ Кун пек ял курман, _ теççĕ нумайăшĕсем.
Хамăр та тăрăшмастпăр мар ĕнтĕ _ вăй çитнĕ таран вăй хуратпăр.
Урамсенчи йывăçсене ытла çỹллĕ ỹссе кайма памастпăр. Кăçал вĕсен ытлашши турачĕсене касса тухрăмăр. Çакă «çутçанталăк ỹпкине» пĕтме памасть _ çитес эрнекун йывăçсем лартмалли субботник иртет. Шăмăршă урамĕсенче вуншар та вуншар тĕм вăй илсе çĕкленĕ.
Урамсенчи газонсем те яланах тирпейлĕ. Вĕсенчи курăка çу каçа виçĕ хутчен çулнă _ пĕтĕмпе виçĕ гектар ытла. Тротуарсене те тасатсах тăратпăр.
Тепĕр ыйту та татăлчĕ темелле: çул-йĕр паллисене, урамсенче çул урлă каçмалли вырăнсене (зебрăсене) çĕнетрĕмĕр. Çакăн валли те укçа-тенкĕ сахал мар кайрĕ.
Пирĕн тепĕр паха ен _ тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксем ирттересси. Вĕсене шăмăршăсем яланах хаваспах хутшăнаççĕ, пархатарлă ĕçе ыттисене те явăçтараççĕ.
Ялсенчен е ытти çĕртен килнисен çырмасем урлă каçса çỹреме те тивет. Çакна шута илсе кăçал район центрĕнче икĕ пĕчĕк кĕпере юсанă.
_ Çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ ăçтан тупатăр? _ тĕлĕнеççĕ хăшĕсем.
Тирпей-илеме тытса тăма хамăр вăйпа тăрăшатпăр. Нумай пархатарлă та курăмлă ĕçе хутшăнакансемпе пуçаруçисем те _ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем. Паллах, пулăшакансем те пур.
Пирĕн яла пырса кĕрсен çынсем савăнччăр _ каялла кайма ан васкаччăр. Эпир пурне те хапăл.
Н.ДМИТРИЕВ,
Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.