Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Сказка» - ача-пăчашăн юмах тĕнчи

ШĂМĂРШĂРИ «Сказка» ача сачĕ хута кайни виçĕ çул çурă çеç-ха. Апла пулин те вăл чылай кăтартусемпе хăйне ырă енĕпе кăтартма ĕлкĕрчĕ те. Епле пурăнать-ха районти чи çамрăк ача-пăча учрежденийĕ? Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашар-ха.

«Сказка» садике ахальтен çапла ят паман пуль _ шала кĕрсессĕнех çакна туйса илетĕн. Питĕ илемлĕ те хăтлă кунта. Вĕр-çĕнĕ оборудовани, чăлт-шурă чỹрече каррисем, хĕлĕн-çăвĕн çеçке çуракан чечексем, килĕшỹллĕ тĕспе капăрлатнă пỹлĕмсем _ пур çĕрте те илем, тирпейлĕх хуçаланать. Шкул çулне çитмен 120 ача çỹрет кунта, вĕсене ирсерен ăшă кăмăллă воспитательсем йăл! кулăпа кĕтсе илеççĕ. Кунта ĕçлекен педагогсем пурте çамрăк: вĕсен вăтам ĕç стажĕ 8 çулпа танлашать, çулĕпе те вăтамран 32-ре кăна. Тен, çакă пулăшать те вĕсене хăюллăн тĕрлĕ конкурссене хутшăнма, ачасемпе ача пулма, ĕçре кашни кунах интереслĕ мероприятисем шутласа кăларма.

Воспитательсем пĕчĕк ачасене уйрăмах экологи тĕлĕшĕнчен тата вĕсен ỹт-пĕвне аталантарас енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çавăнпа садик малтанхи çултанпах «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕпе тачă çыхăну тытать, ачасене çутçанталăкпа киленме тата ăна упрама вĕрентет. «Я живу с природой в рифму», «Причуды зимы», «Стеклотара в прикиде»... мĕнле кăна конкурсра тупăшмаççĕ-ши «Сказка» ача садне çỹрекенсем? Кăçал коллектив Çăварни уявĕнчи конкурсра çĕнтерỹçĕ те пулнăччĕ. А.Краснова, Е.Верьялова воспитательсем Наци паркĕ ирттернĕ экологи марафонне хутшăнчĕç.

Пĕчĕк ачасен ỹт-пĕвĕ çирĕп пултăр тесе кунта «Хатха-йога» гимнастикин кружокне йĕркеленĕ. Ăна А.Семенова воспитатель ертсе пырать. Ахальтен мар ачасем Наци чупăвне те хастар хутшăнаççĕ. Педагогсем хăйсем те спортра ачасемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, районти çăмăл атлетика тата йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче çитĕнỹсем тăваççĕ.

Паллах, ачасем юрă-кĕвĕ килĕштереççĕ, ташă искусствипе интересленеççĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕ ирттерекен пултарулăх смотрне вĕсем кашни çулах хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр çапла районти патриот юррисен фестивалĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма та пултарчĕç. А.Ларшникова вара районти «Хунав» фестивальте çĕнтерсе республикăра та «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ.

Тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсене те явăçтараççĕ халь шкул çулне çитмен ачасене. «Сказкăри» воспитанниксем те «Я – исследователь» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче хăйсен ăс-тăн пулталурăхĕпе палăраççĕ.

Районти конкурссемпе фестивальсенче, куравсенче тăтăш курма пулать çак садикри ачасене те, вĕсен воспитателĕсене те. Ахальтен-и «Чи пултаруллă çамрăк специалист» ята кăçал çак садикри икĕ ĕçчен тивĕçрĕ: А.Залалтдинова психолог тата И.Александрова повар. Анна Анатольевна район шайĕнчи «Çулталăкри чи лайăх воспитатель» конкурсра çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

Çапла, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать коллектив пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ Л.Сабанова заведующи ертсе пынипе. Любовь Михайловна шкул çулне çитмен ачасемпе 26 çул ĕçлет (çав шутра район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче садиксемпе ĕçлекен методист тивĕçĕнче _ 10 çул). Вăл воспитани ĕçĕнче яланах çĕнĕлĕхсем шырать, шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн тăрăшать.

Пултаруллă педагогсене Воспитательсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 сентября 2016
15:56
Поделиться