Мĕнле пурăнатăр, ватăсем?
«Ан кулян эс,
ан кулян Ватлăх пăхнăшăн куçран»...
(В.Раймов юрринчен)
ПИТĔ йышлă эпир, ватă çынсем. Шăмăршă районĕнче _ 4846 ватă. Манăн кашни ватă çынна ĕç ветеранĕ тесе калас килет.
Паллах, кашни ватă çын официаллă майпа ĕç ветеранĕ ята, тĕрлĕ сăлтавсене пула, илеймест. Сăмахран, кăштах ĕç стажĕ сахалтарах е тата вăхăтĕнче тĕрлĕ наградăсем илеймен пулсан. Анчах вĕсем ĕçлесе ватăлнă. Ĕçĕ, паллах, тĕрлĕрен пулнă, хальхи вăхăтпа танлаштарсан, йывăртарах, асаплăрах пулнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки, нушаллă иртнĕ вăхăтсем пирки сахал мар çыраççĕ, калаçаççĕ. Пирĕн пуçлăхсем çакна лайăх ăнланаççĕ, ватлăхри пурнăçа çăмăллатма тăрăшаççĕ. Аслă ăру çыннисене хăйсем ватăлмасăр та ăнланма йывăртарах çакна. Ватă çын малашнехи пурнăç планне тăваймасть, ытларах паянхи пурнăçпа пурăнать, иртсе кайнă вăхăта аса илет, паянхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштарать, пурнăç çулĕ кĕскелсе пынишĕн чунтан хурланать. Вăл хăйĕн пурнăçне аса илсе юлташĕсемпе хутшăнма, калаçма тăрăшать. Ăна ăнланма пĕлни _ чи кирли, чун киленĕвĕ.
Акă пĕр тĕслĕх. Процедура палатинче иккĕн анчах юлтăмăр. Палламан ватă мана кăштах тăхтама ыйтрĕ _ хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн. Итлетĕп, мĕн кăна курман иккен вăл хăйĕн пурнăçĕнче, юлашкинчен Суйкăнран Шăмăршăри ваттисен çуртне вырнаçнă. Паллах, мана çак ватă хĕрарăм хăйне итленĕшĕн, çунакан чĕрине кăштах лăплантарнăшăн тав турĕ. Чăнах та, пирĕн, ватăсен, иртнĕ нушаллă кунсене сахалтарах аса илмелле, паянхи пурнăçпа ытларах савăнма тăрăшмалла. Пире патшалăх вăхăтра пенси парать. Вăл нумай мар, анчах та пирĕн асатте-асанне ăна та илеймен. Ватăсен пурнăçне кăштах та пулсан çăмăллатасси вырăнти пуçлăхсенчен килет. Ватăсене итлеме пĕлмелле, пулăшу ыйтсан – тивĕçтерме тăрăшмалла. Пуçлăх патне пынă ватă ун пỹлĕмĕнчен савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тухса каймалла. Çакă мар-и вăл ватăсене тимлĕх уйăрмалла тени?
Акă октябрĕн 1-мĕшĕ _ Ватă çынсен кунĕ çитет. Ватăсем çак куна кĕтеççĕ. Çак куна вырăнти ветерансен пухăвĕсене йĕркелесе ирттермелле, вырăнти пуçлăхсене, культура ĕçченĕсене явăçтармалла. Уява çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшмалла.
Ф.КУЗНЕЦОВА, районти ветерансен Канашĕн пуçлăхĕн çумĕ.