Тарăнрах сухала, Михала!
- Юлашки çулсенче тырă пулма пăрахрĕ, _ пăшăрханса калаçаççĕ «Мир» ЗАО ертỹçисем. _ Хăшпĕр хирсем гектартан 10 цетнертан ытла тухăç параймаççĕ.
_ Çĕре кĕркунне сухаласа хăваратăр-и? _ ыйтрăм вĕсенчен. _ Çуракинче минерал удобренийĕпе усă куратăр-и?
Вăл та, ку та çук иккен. Темиçе çул ĕнтĕ çĕре çиелтен çеç _ БДТ тата БДМ агрегатсемпе _ кăпкалатаççĕ. Çавна пулах тăпра хытса-чулланса кайнă, акакан сеялкăсем ана çинче сиккелесе çеç пыраççĕ.
Çĕре çиелтен кăна кăпкалатса акнипех «Восход», «Искра», «Шанс», «Карлинская» хуçалăхсенче те тухăç пысăк мар. Хăшпĕр фермерсем те плугпа сухалассине хисеплеме пăрахрĕç пулмалла. Çиелтен çеç кăпкалатсан ĕç хăвăрт пулать-çке, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те сахалтарах тăкакланаççĕ. Çитес çул тухăç мĕнле пуласси, хире çумкурăк пусса илесси пирки вара шутламастпăр.
«Исток», «Колос» хуçалăхсем, Олег Хлюкин, Василий Павлов, Геннадий Макаров фермерсем мĕншĕн кашни çулах уй-хиртен лайăх тухăç пуçтарса кĕртеççĕ-ха? Вĕсем «Комбайн _ хиртен, плуг _ хире» тĕллевпе ĕçлеççĕ. Кĕркунне сухаласа хăварнă çĕр нỹрĕке лайăх çăтса юлать, юр шывĕпе исленет, тăпрара ỹсентăрана çитĕнме кирлĕ бактерисем аталанаççĕ. Çĕртме сухи çумкурăксемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешме май парать.
Çуркунне çитсен вара çĕр ĕçченне пысăк çăмăллăх: сухалас хуйхă çук, кăпкалат та акма тух.
_ Пирĕн çĕрсене плугпа кĕркунне 20-22 сантиметр тарăнăш сухаламалла, _ тет район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. _ Иртерех _ август уйăхĕнчех _ сухалакансене эпĕ чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем тенĕ пулăттăм. Августри çĕртме _ чи лайăххи!
Хуçалăхсем таса пусă (ăна «хура пусă» та теççĕ) хăварма тăрăшманни те пăшăрхантарать. Çавна пулах кĕр тыррисене кăçал çурхи культурăсем çитĕнтернĕ хирех çиелтен çеç кăпкалатса акса хăвараççĕ. Канман çĕр çинче пысăктухăç илме май çукки, вырăссем пек каласан, «козе понятно»». «Исток», «Колос» хуçалăхсем, Олег Хлюкин, Василий Павлов тата ытти хăшпĕр фермерсем таса пусă хăвараççĕ çу каçах çак лаптăка культиваторпа кăпкалатса тăраççĕ, çумкурăкран тасатаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усракансем çĕрнĕ тислĕк тăкса çĕре çемçетеççĕ, тислĕк пулмасан минерал удобренийĕпе тăпра пулăхне ỹстереççĕ.
Хальхи вăхăтра, пур япала та хаклă чухне, районти хăшпĕр хуçалăхсем тусан тустарса дисклă сỹресемпе çеç кăпкалатни, плугсем вара тутăхса-юхăнса выртни тĕлĕнтерет. Çултан çулах çĕре япăхлатса пырсан, пачах та тухăç пама пăрахмĕ-и? Кашни кĕркуннех сухалама вăй çитереймесен те, икĕ çулта пĕрре те пулин плуга хире илсе тухмаллах.
Тепĕр пысăк ыйту _ тăпрана сидератсем акса пуянлатасси. Сидерат вăл _ ешĕл удобрени, курăка çулнă хыççăн сухаласа пăрахаççĕ. Донник, горчица, люпин, фацели е рапс акса тусан, тăпра органикăпа нумай пуянланĕччĕ. Сидератсем тăпра структурине çĕнетме, усăллă микроорганизмсене ĕрчеме пулăшаççĕ. Минерал удобренийĕпе танлаштарсан, органика çын сывлăхне сиен кỹмест, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци çитĕнет. Сидератсем тăпрана азотпа, фосфорпа тата калипе пуянлатни, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватни çинчен пурин те пĕлмелле. Нумайăшĕ пыл нумай паракан культура та шутланать.
Чи пахи – сидератсене чечеке ярас умĕн сухаласа пăрахсан, кашни гектар çĕр 30-45 тонна органикăпа е 120-180 килограмм азотпа пуянланать. Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» хуçалăхра кăçал сидерат валли 600 гектар донник ахальтен акман ĕнтĕ. Минерал удобренийĕсен хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пынă чухне «ешĕл удобренисем» _ çĕр ĕçченĕшĕн пысăк çăлăнăç. Донник выльăх апачĕлĕх паха культура та шутланать.
Çĕр ĕç культурине ỹстермесĕр, çĕр пулăхлăхне лайăхлатмасăр пысăк тухăç илеймĕпĕр. Çавăнпа та ыранхи кун пирки те шутлама хăнăхмалла. Сухапуçне пăрахăçланă пек, плуга та хиртен хăваласа яма васкамалла мар. Лайăх сухаланă-çемçетнĕ çĕр ырлăх-пурлăхне те шеллемесĕр парĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.